Тирпейлĕх куçа илĕртет

Çуркунне таврара хуçаланма пуçларĕ. Çанталӑк кунран кун ӑшӑтса пырать. Юр ирĕлчĕ те, таврара таса марлӑх куç умне тухса выртрĕ. Пур çын та кил таврашне шӑлса-тасатса тирпейлеме тытӑнчĕ. Эпир те, шкул ачисем, хамӑрӑн иккĕмĕш кил таврашĕнче пуçтартӑмӑр, субботник ирттертĕмĕр. Çӳп-çап, кивĕ çулçӑсене кĕреплепе турарӑмӑр. Класс ачисемпе туслӑ ĕçлерĕмĕр, ывӑнни те сисĕнмерĕ. Кайран вара пурте пĕрле чей ĕçрĕмĕр.

Ульяна Андреева, Ишек шкулĕ, 3-мĕш класс

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости