Тракторпа Çĕнтерĕве çывхартнă

Çĕршывра тăнăç пурнăç пултăр тесе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырми-канми вăй хунă ветерансен йышĕ чаксах пырать. Вĕсем пурте чыспа хисепе тивĕçлĕ. Вĕсенчен пĕри – Çĕньял ял тăрăхĕнчи Янашкасси ялĕнче пурăнакан Нина Егоровна Иванова (Егорова).

Çăмăл мар вăхăт

Нина Егоровна 1924 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче асăннă ялтах çуралнă. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 17-ре пулнă. Малтан ялти, унтан Шăмăшри шкултан вĕренсе тухсан колхозра ĕçлеме тытăннă. Ашшĕне ас тумасть, хĕрĕ пĕчĕк чухнех çĕре кĕнĕ вăл. Шăллĕне те пурăнма тÿр килмен, чире пула вилнĕ. Килте вĕсем виççĕн пурăннă – Нина, амăшĕ тата асламăшĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах çамрăк хĕрсене, вăл шутра Нинăна та, Сăр шывĕ хĕррине окоп чавма илсе каяççĕ. Çамрăксен ун чухне вăхăтлăх хваттертен ĕç вырăнне 12-шер çухрăм утма тивнĕ, тĕттĕмленсен – каялла. Темиçе уйăхран таврăнсан çамрăксене йĕтем çинче тем пысăкăш çĕмелсем кĕтсе илнĕ. Канасси пирки шухăшламан та, авăн çапнă. Çимелли пулманран çынсем çуркунне çĕр улми крахмалне пуçтарса çÿренине ас тăвать ветеран. «Хăçан хаяр вăрçă чарăнать-ши?» – шухăшланă пĕтĕм халăх çутă пуласлăха ĕмĕтленсе.

Тракториста вĕреннĕ

1941 çултах Нинăна Кÿкеçе тракториста вĕренме яраççĕ. Кунта кăшт вĕрентсен – Канашри механизаторсен шкулне. Яла таврăнсан – тÿрех ака ĕçĕсене пурнăçлама. Мĕн кăна ĕçлеме тивмен çамрăк хĕре? «Сухаланă, тыр-пул акнă, кĕркунне пĕтĕмпех пуçтарса кĕнĕ. Хĕллехи кунсенче кашни хăйĕн тракторне юсанă. Вăрçă вăхăтĕнче тем пек йывăр пулсан та уй-хирте хыт хура ÿстермен, пĕр çĕр лаптăкне те акмасăр хăварман», – каласа парать трактористка.

Нина Егоровна вăрçă пĕтичченех тракторпа ĕçленĕ. Лайăх хыпара вăл МТС-ра кĕтсе илнĕ. «Вăрçă чарăннă терĕç те хама çĕнĕрен çуралнă пек туйрăм. Пурте савăнаççĕ, пĕр-пĕрне ыталаса йĕреççĕ, юрлаççĕ… Çак кун савăннипе ĕçлекенсемпе сăн ÿкерчĕксем турăмăр…» – аса илет ветеран.

Вăрçă чарăнсан тепĕр çул Нина хăйсен ял каччинех Валентина качча тухать. Мăшăрĕпе – вăрçă участникĕпе – 2 хĕрпе 2 ывăла пурнăç парнеленĕ. Шел те, 1 хĕрĕпе ывăлĕ паянхи кун çук.

Ветеран пенсие тухичченех колхозра вăй хунă. Вăрçă çулĕсенче тракторпа ĕçленĕскер мирлĕ пурнăçра трактор çине урăх ларман. Колхозра тĕрлĕ ĕç пурнăçланă çĕрте вăй хунă. «Ĕçе пĕр кун тухмасан та лайăх мар пек туйăнатчĕ», – тет вăл.

«Медаль пĕрре кăна мар…»

РФ Президенчĕн В.В. Путинăн Çĕнтерÿ 70 çул çитнине халалланă юбилейлă медаль Нина Егоровнăна та шыраса тупнă. Ял тăрăх пуçлăхĕ киле пырса чыс тунине хавхалансах каласа пачĕ ветеран. «Медаль ман пĕрре кăна мар, темиçе те. Акă, пиншак çинче», – тесе шкафран ăна кăларса тăхăнса кăтартрĕ.

Нина Егоровна паянхи кун ялта пĕчченех пурăнать, хулари ачисем ăна манмаççĕ, килсех тăраççĕ. 91 çула кайнă пулин те кил таврашĕнчи ĕçсене пурнăçлать-ха вăл, чăх-чĕп, йытăпа кушак усрать. Пахчинче те хăй пултарнă таран кăштăртатать, йăрансене çумран тасатсах тăрать.

Нина Егоровна мăнуксемпе, кĕçĕн мăнуксемпе пуян. Вĕсем те савăнтараççĕ ватăна.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости