Тулăх кĕркунне пĕтĕмлетĕвĕ

Уроксем вĕçленчĕç те аслă классенче вĕренекенсем акт залне пухăнчĕç. Унта кĕçех кĕркуннене халалланă уяв пуçланчĕ.

Малтан ачасем конкурссене хутшăнчĕç, тĕрлĕ пахча çимĕç­пе паллаштарса вĕсен усăллă енĕсене палăртса хăварчĕç. Çимĕçсенчен хăйсем тĕллĕн ăсталанă теттесене кăтартрĕç, куракансене килте хатĕрлесе килнĕ апат çимĕçпе хăналарĕç. Тĕрлĕ тупăшусем иртрĕç – банана алăпа тытмасăр çисе ямалла, пĕр чашăка хутăштарнă риспа хуратул кĕрпине хăвăрт суйламалла, урайне сапаланă пĕр витре çĕр улмие хупланă куçсемпе нумайрах пуç­тарма тăрăшмалла. Акă, çĕнтерÿçĕсем паллă пулчĕç те: 9-мĕш класри Вадим Григорьевпа Володя Иванов тата 6-мĕш класри Настя Костина. Кĕркунне çинчен ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, тупмалли юмахсем, сăнаса пынисем, сăвăсем янăрарĕç. Чи илемлĕ те килĕшÿллĕ кĕр костюмĕ 9-мĕш класра вĕренекен Настя Григорьеван пулчĕ. Савăнăçлă каç «королеви тата королĕ» хисеплĕ ята 5-мĕш классри Лена Петровапа Коля Павлов тивĕçрĕç. Г. Григорьевапа С. Иванова поварсем пурне те тутлă кукăльпе хăналарĕç.

Юлашкинчен жюри членĕсем çиччĕмĕшсем – I, пиллĕкмĕшсем – II, тăххăрмĕшсем – III вырăн йышăннине пĕлтерчĕç.

Уява биологи, хими вĕрентекенĕ Е. Г. Федорова йĕркелесе ертсе пычĕ. Кашни ачана пĕчĕк парнесемпе хавхалантарчĕ. Çакăнпа кĕрхи уяв вĕç­ленчĕ. Ачасем хаваслăн киле саланчĕç.

НАСТЯ ИЛЬИНА, ТĂРĂН ШКУЛĔ, 5-МĔШ КЛАСС.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости