Тумтир лайăх кăмăл парнелетĕр

Пир-авăрпа çăмăл промышленноç ĕçченĕсем професси уявне паллă тăваççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей паллă юрăçи Филипп Киркоров тăхăнса çÿрекен чăваш тĕрриллĕ кĕпесем унăн ылтăн аллисем витĕр тухнă. «Паха тĕрĕ» пир-авăр фабрикинче 11 çул модельер-конструкторта вăй хуракан Ольга Ландышева аллинче ручкăпа кăранташ та, йĕппе çип те пĕр пекех выляса тăрать – вăл хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлани тÿрех сисĕнет.

Ольгăна пĕчĕкренех çĕвĕç ĕçĕ илĕртсе тăнă – кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех пуканисене хăй çĕленĕ кĕпесемпе тумлантарнă. Асламăшĕ те унăн ал ĕç ăсталăхĕпе палăрнă, тăванĕсен ретĕнче те пир-авăр фабрикинче вăй хуракансем пулнă. Шкул çумĕнче профильлĕ ĕç урокĕсем çĕлес ăсталăха аталантарма хистенĕ – шкултан вăтам пĕлÿ илни çинчен калакан аттестатпа кăна мар, çĕвĕçĕ хăнăхăвĕсене алла илнине çирĕплетекен документпа та тухнă. Професси лицейĕнче модельер-конструктор профессине алла илсен вăл Мускаври аслă вĕрентÿ заведенийĕнче пĕлĕве малалла тăснă. Вĕренÿре тăрăшулăхпа палăрса тăраканскере алла диплом илсенех «Паха тĕрĕ» фабрика директорĕ Наталья Пасынкова ĕç сĕннĕ. Шухăшласа тăман çамрăк – килĕшнĕ, ачаранпах кăмăлланă ĕçе тытăннă. «Мана илемлĕ япаласене курма кăна мар, ăсталама, вĕсем çынсен кăмăлне кайни килĕшет. Тумтир илемлĕ, меллĕ пулмалла, хавхалану илсе килмелле, этеме лайăх кăмăл парнелемелле», – чунне уçать Ольга Ландышева модельер.

Кĕпе çĕленĕ чухне çул ÿсĕмне, кĕлетке хăйнеевĕрлĕхне, çитменлĕхĕсене пытармаллине – пурне те шута илме тивет. Клиентăн кăмăлне тупасси те хăш чухне çăмăлах мар, уйрăмах хĕрарăм-клиентсем хăйсене тиркевлĕ куçпа пăхаççĕ. Модăпа пĕр утăмпа пыма тивет модельерăн. Тумтирĕн эскиз проектне хатĕрлессиех пысăк ĕç, клиентăн кăмăлне тĕпе хурса мĕнле пир-авăр, тĕссем, тĕрĕсем усă курассине палăртса хут çинче тумтир ÿкерĕнет, унтан компьютер урлă плоттерпа лекалăсем тухаççĕ. Тумтир пайĕсене пир çинче ÿкерсе касса кăлараççĕ, сыпăнтарса çĕлеççĕ. Клиент тăхăнса виçсе пăхсан кăна кĕпе çĕвĕçсен, унтан тĕрĕçĕсен аллине лекет – тин тумтир «çуралать».

«Наци тумтирĕсенче, тĕррисенче халăхăн йăли-йĕрки, пуянлăхĕ, пурнăçĕ, мăнаçлăхĕ сăнланать, пирĕн вĕсене сыхласа хăвармаллах», – çапла шухăшлать çамрăк модельер-конструктор. Нумай пулмасть вăл йĕтĕн наци костюмĕсен коллекцине хатĕрленĕ. Унпа тата ытти сувенир продукцийĕпе хăнасем çитес эрнере иртекен Акатуйра та паллашма пултарĕç.

Хăйĕн ĕçне питĕ юратать Ольга, çакна пытармасть те. «Сĕтел хушшине ларатăп та пуçĕпех ĕçе путатăп, фантазие ирĕк паратăп, хавхаланса ĕçлетĕп», – пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ утăма – профессие суйласа илесси – ăнсăртран мар, шухăшласа туса пурнăçлани курăнать унăн сăмахĕсенче.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости