Тупăшпа пĕрле ĕç укçи те ÿсет

Январĕн 18-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территорисенчи органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен ĕç укçи виçи пирки те сăмах хускатнă.

Унта ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов 2015 çулта пур категорири хуçалăхра пĕтĕмпе 43,7 млрд тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцине туса кăларнине, унăн индексĕ 2014 çултипе танлаштарсан 106%-па танлашнине палăртса хăварнă. 2015 çулта ял хуçалăх культурисене акса-лартса хăварнă лаптăк пĕлтĕрхинчен 2,7% ÿснĕ, 573,7 пин га-па танлашнă. Ял хуçалăх продукцине туса кăларасси те пысăкланнă.

Ял хуçалăх ĕçченĕсен вăтам ĕç укçи 14 пин тенкĕпе танлашнă, 2014 çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 12,9% ÿснĕ. Çапах та ял хуçалăх ĕçченĕсен ĕç укçийĕ республикăри вăтам ĕç укçинчен – вăл 21 пин тенкĕпе танлашать – пĕчĕкрех. Михаил Васильевич вырăнти продукцие туса илессине ÿстермеллине, вĕсене федераллă суту-илÿ организацийĕсенче сутассин калăпăшне пысăклатмаллине, çав шутпа пысăкрах тухăç илесси тата ял хуçалăх ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстересси çине тимлĕх уйăрмалли пирки каланă.

Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн кăтартăвĕсемпе, 2015 çулта Шупашкар районĕнче ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен вăтам ĕç укçийĕ 19380 тенкĕпе танлашнă (2014 çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 112%).

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацийĕсенче вăтам виçерен пысăкрах ĕç укçине «Агрофирма «Ольдеевская» ЗАО (25366 тенкĕ), «Смак-Агро» ООО (21220 тенкĕ), «Приволжское» ОАО (20198 тенкĕ), «Юрма» Агрохолдинг» ООО (20123 тенкĕ) тÿлет.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости