Турнир чи вăйлисене пĕрлештерчĕ

Афганистанра паттăррăн çапăçса пуçне хунă Геннадий Калинин çуралнăранпа декабрĕн 13-мĕшĕнче 50 çул çитрĕ. Ăна халалласа Вăрман-Çĕктер шкулĕн спорт залĕнче кире пуканĕ йăтассипе Шупашкар районĕнче шкул ачисен спартакиадин пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ.

Ăмăрту Геннадий Калинин паттăра асăнса пĕр минут шăп тăнипе пуçланчĕ. Унтан Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Хорасев, Спецназăн регионри уйрăмĕн председателĕ Юрий Григорьев полковник, Шупашкар районĕнчи Афган вăрçин ветеранĕсен председателĕ Анатолий Сергеев, «Доблесть» общество организацийĕн председателĕ Владимир Яковлев, республикăри кире пуканĕ йăтассипе спорт федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов т. ыт. саламларĕç.

«Пирĕн хамăрăн паттăрсене манмалла мар. Ветерансем çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ», – терĕ Николай Хорасев. «Шупашкар районĕнчен 6 çамрăк Афган вăрçинчен таврăнайман», – палăртрĕ паттăр ентешĕ, çак шкулта вĕреннĕ Анатолий Сергеев. Ăмăртăва республикăн тĕрлĕ районĕсенчен 260 яхăн çамрăк спортсмен хутшăнчĕ. Шупашкар районĕнчен турнира 11 шкул вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Пирĕн тăрăхри паттăрсемпе вăй виçме помост çине Шупашкарпа Канаш хулисенчен, Елчĕк, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Çĕрпÿ тăрăхĕнчи шкулсенчен килнĕ чи вăйлă çамрăк атлетсем тухрĕç. Спортсменсем пĕр харăсах 8 помост çинче кире пуканĕсем йăтрĕç.

Çĕнтерÿçĕсем медальсемпе грамотăсене тивĕçрĕç. Янăш шкулĕнче вĕренекен (53 кг виçе категорийĕнче) 2001 çулта çуралнă Михаил Васильев 8 кг таякан кире пуканне 129 хут йăтса 3-мĕш вырăна тухрĕ. Курак Чурачăк шкулĕнчи Максим Прохоров (58 кг) 8 кг-лă кире пуканне 120 хут çĕклесе 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ, 3-мĕш вырăна (115 хут) кире пуканĕ йăтса Çÿлтикассинчи Алексей Абасеев тухрĕ. 58 кг-ран ытларах виçеллисен хушшинче Кÿкеçри 1-мĕш лицейри Даниил Протопопов 8 кг таякан кире пуканне 148 хут йăтса илсе 1-мĕш вырăна, Илья Игнатьев 147 хутпа 2-мĕш вырăнсене тухрĕç. Вăрман-Çĕктер шкулĕнчи 4-мĕш класа каякан Артем Шишкина та çитекенни пулмарĕ. Вăл кире пуканне 144 хут тĕртсе 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ăна шкул директорĕ хăй грамотăпа медаль парса чысларĕ. Çав шкулти 3-мĕш класа каякан Богдан Яруськин та 8 кг таякан кире пуканне 104 хут йăтса илсе 1-мĕш вырăна тухрĕ.

Хĕрачасем те маттур пулчĕç. 43 кг виçеллисем 6 кг йывăрăш кире пуканĕсене йăтрĕç. Çĕрпÿ районĕнчи Ангелина тата Чăрăшкассинчи Наталия Никитинăпа (112 хут) Инна Волкова (105 хут) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. Вĕсене ăмăртăва килсе çитнĕ Шупашкар райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Борис Романов грамотăсемпе медальсем тата парнесем парса чысларĕ. Чăрăшкассинчи Анжелика Пономарева та 6 кг таякан кире пуканне 118 хут йăтса илсе 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Тренккасси шкулĕнчи (1999 çулта çуралнисен йышĕнче) 73 кг виçеллĕ атлет Валентин Николаев кире пуканне 134 хут йăтса илсе 3-мĕш вырăна тухрĕ. Кÿкеçри Кирилл Абдукаримов та (68 кг, 1998) 16 кг таякан кире пуканне 90 хут тĕртрĕ, 3-мĕш вырăна тухрĕ. Чăрăшкасси шкулĕнчи Диана Андреева (58 кг) 12 кг таякан кире пуканне 62 хут йăтса илсе 3-мĕш вырăнта пулчĕ. Чăрăшкасси шкулĕнче вĕренекен (53 кг) Диана Смирновăпа (124 хут) Анна Кетмелева (116 хут) 12 кг-лă кире пуканне сулласа çĕклесе хĕрсен ушкăнĕнче 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вăрман-Çĕктер шкулĕнчи Роман Кудрявцев (58 кг) 12 кг таякан кире пуканне йăтса мала тухрĕ.

«Салапайкасси шкулĕ кире пуканне йăтакансен ăмăртăвне кăçал 1-мĕш хут хутшăнчĕ. 7 ачаллă çемьере ÿсекен, 9-мĕш класра вĕренекен Михаил Янышковăн та дебют. Вăл армспортпа малти вырăнсене тухать», – пĕлтерчĕ шкул директорĕ Алексей Директоров.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости