Тутă пултăр выльăх-чĕрлĕх

Выльăх-чĕрлĕхрен чĕрĕ укçа кĕнине шута илсен паянхи кун ял хуçалăхĕнче вăй хуракансемшĕн выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесси тĕп вырăнта. Çавăнпа çĕр ĕçченĕ çанă тавăрсах ĕçлет.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацисем, ХФХ-сем июнĕн 21-мĕшĕ тĕлне 2607 га нумай çул ÿсекен курăксене çулнă, 810 т утă типĕтсе кĕртнĕ, 9610 т сенаж хывнă. Техника паркĕ выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлеме тата çак ĕçе вăхăтра туса ирттерме май памалла. Шел те, ĕççи вăхăтĕнчех машина-трактор çĕмĕрĕлесси те пулать, ун пек чухне ăна кая юлмасăр юсаса ĕçлеттерме тăрăшмалла.

Шăрăх çанталăкра пĕрисем пĕве, юхан шыв хĕрринче хĕртĕнсе рехетленнĕ чухне ял хуçалăх ĕçченĕсен хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. «Агрофирма «Ольдеевская» ЗАО-н «Герой» уйрăмĕнче вăй хуракансен те канма вăхăт çук. Фаина Борисова управляющи пĕлтернĕ тăрăх, выльăх апачлĕх курăка çулса пĕтернĕ, халĕ ăна типĕтсе кĕртессипе тимлеççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ тапхăрта 2 пресс-подборщик, утта тавăрса паккус тăвакан 1 трактор ĕçленĕ. Рулонсене тиеме, вĕсене турттарма, купалама та техника вăйĕ кирлех. Паянхи кун типнĕ утта Павел Ивановпа Сергей Устимов трактористсем преслаççĕ, Александр Федоров утта тавăрса паккуслать. Пресланă утта турттарнă çĕрте Виталий Иванов тăрăшулăх кăтартать. Александр Мадюшкин рулонсене тиесе тăрать, Олег Максимов тракторпа купалать.

«Герой» уйрăмра ĕçлекенсем яланах тăрăшулăхпа, хастарлăхпа палăрнă. Халĕ те çаплах, ĕçе вăхăтра тата тĕплĕн тăваççĕ. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесен продуктивлăха ÿстерме май пуррине лайăх ăнланаççĕ кунта ĕçлекенсем.

Ленин ячĕллĕ СХПК-колхозра та ырă кунăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх валли кашни çулах апат çителĕклĕ хатĕрлеççĕ. Хуçалăхра тăрăшакансем ку таранччен 290 га нумай çул ÿсекен курăксене çулнă, 850 т сенаж траншейăра выртать тата 2950 т янтăлама палăртнă.

Технологие пăхăнса ĕçлесен сенаж аван упранмалла. Курăк айĕнче сывлăш ан юлтăр тесе ешĕлскерне май килнĕ таран лайăхрах пусарма тăрăшмалла. Çакна çирĕп пăхăнаççĕ хуçалăхра тимлекенсем, трактор çÿллĕ купа тăрăх малалла-хыçалалла кумать кăна. Утă çулаканни – нумай опытлă специалист Виктор Викторов, курăка машинăсем çине тиекен комбайн рулĕ умĕнче – Николай Васильев, улттăн тан курăка траншейăна турттараççĕ. Утă хатĕрлес ĕçре вăй хуракансем те тăрăшулăх кăтартаççĕ, июнĕн 21-мĕшĕ тĕлне 120 т типĕтсе кĕртнĕ.

«Хуçалăх выльăх апачлĕх сенаж та, утă та яланах çителĕклĕ хатĕрленĕ. Паянхи куна Апаш çывăхĕнче пĕр пысăк траншейăна сенажпа тултартăмăр, Шăнкаса куçрăмăр. Эсеккасинче тата Апашра 1600-1800 т сенаж кĕрекен 2 траншея тултарма палăртатпăр. Техника йĕркеллех ĕçлет, çынсем те тăрăшмаççĕ мар», – пĕлтерчĕ Ленин ячĕллĕ СХПК-колхоз ертÿçи Петр Тунгулов.

Хуçалăхсенче ĕçсем пĕрин хыççăн тепри черетленсех пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕсем выльăх апачĕ хатĕрленисĕр пуçне çурхи культурăсене çум курăкран тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăран им-çам сапассипе те тимлеççĕ.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости