Туя тытса… библиотекăна

Библиотека – маншăн иккěмěш кил. Мěн ачаранах кěнеке вулатăп. Ачалăх вăрçă вăхăтěнче иртрě пулин те (ун чухне кěнеке сахал пулнă) вулассинчен сивěнмен.

Акă Ишлейри ял библиотекине илер. Унта кěрсен куç-пуç алчăраса каять – мěнле кăна уйрăм çук! Темиçе çул каялла сала библиотеки клуб çуртěнче вырнаçнăччě, заведующийре Надежда Ванина, ача-пача уйрăмěнче Евдокия Афанасьева (вăрçă участникě) ěçлетчěç. Нумай пěлекенскер ачасене хапăл туса кěтсе илетчě, кěнекесен содержанине ыйтса пěлетчě.

1957 çулта йывăçран библиотека лартрěç, унăн заведующийěнче Маргарита Петрова çанă тавăрса ěçлеме пуçларě. Вăл – РФ тата ЧР тава тивěçлě культура ěçченě, 33 çул библиотекăра вăй хучĕ. Ун чухне те библиотекăран тухма пěлмен эпир.

Халě те вулавăш кашни çыншăн юратнă вырăн. Кам кăна çÿремест унта?! Студент, шкул ачи, пенсионер, тухтăр, ял хуçалăх ěçченĕ, ИЗВА рабочийě… Çамрăксем те нумайăн çÿреççě, çавăнта килěштерсе çемье çавăракансем те пур.

Бухгалтерта нумай çул ěçленě Зоя Тихонова юратса кĕнеке вулать. Туя тытнă та ярăнтарать библиотекăна! «Хěллехи вăрăм каçсенче мěн тăвас?» – тет вăл. Ахмановсен çемйи те библиотекăсăр пурăнаймасть: амăшě Таисия Антоновна, ашшě Виталий Порфирьевич, ывăлěпе кинě, вěсен мăнукě те… пурте вулавăша çуреççě. Вěсен ячěпе «Ахмановсен юратнă кěнекисем» кĕнеке куравĕ те йĕркеленĕ.

Библиотекăра халĕ виççěн ĕçлеççĕ: Нинель Сергеева заведующий, вулав залěнче – Валентина Кичула, абонементра – Нина Александрова. Тěрлě мероприяти, кěнеке куравĕсем, мастер-классем ирттереççě. Ыйтсассăн Шупашкарти Наци библиотекинчен кĕнеке илсе килсе вулаттараççĕ.

Нумаях пулмасть 3-мĕш класс ачисемпе çут çанталăка юратма вěрентекен вайă ирттерчěç, чăвашла вуларěç, Н. Александрова аслă класра вěренекенсемпе тата студентсемпе тěл пулу ирттерчě.

Ишлей библиотекинче кашни вулакан – кěтнě çын. «Кěнекерен ан писěр, библиотекăна куллен килсех çÿрěр», – теççě библиотека ěçченěсем.

ВАЛЕНТИНА КОНДРАТЬЕВА, Пенсионер

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости