Ту Магомед патне каять

Вăрман-Çĕктер тăрăхĕнчи Хыркасси. Таврари ачасемпе çамрăксене каникул вăхăтĕнче уйрăмах йышлă пухакан вăйă площадки, тренажерсем. Вĕсем ача-пăчан хаваслă сассипе кĕрлесе кăна тăраççĕ. Çакăн пек çĕкленÿллĕ ÿкерчĕке вырăнти ĕçкĕçсем хыççăн выртса юлакан пушă кĕленчесем кăна пăсаççĕ.

Ăçтан вĕсем? Обществăлла вырăна мĕнле майпа çакланнă? Ку ыйтăва райадминистрацире йĕркене пăсассине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен комиссин çак эрнере иртнĕ ларăвĕнче сÿтсе яврĕç.

Халăхра «фанфурик» тесен лайăх пĕлекен спиртлă шĕвеке сĕнекен сутуçă лавкка тытса тăма администраци харпăрлăхĕнчи çурта арендăна илнĕ-мĕн. Çак тÿнтерлĕхпе кĕрешме комисси членĕсен ку килĕшĕве пăрахăçлама сĕнчĕç. Сăлтавĕ – пурлăха тара тытакан ен унпа пăхнă хăш-пĕр саманта пурнăçламанни. Вырăнти çынсем, уйрăмах хĕрарăмсем, ыйтнипе тÿрĕ мар кăмăллă сутуçăна комисси ларăвне те йыхравланă. «Анчах та икĕ хутĕнче те килмерĕ», – пĕлтерчĕ районти шалти ĕçсен пайĕн полицин участокри уполномоченнăйсен тата çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăм пуçлăхĕн çумĕ Василий Васильев. Вăл каланă тăрăх, кăçал алкоголь продукцине закона пăсса сутнă 5 тĕслĕхе регистрациленĕ. Эрех-сăрапа иртĕхекен 106 çын полици уйрăмĕнче шутра тăрать. «Фанфурикпе» сĕмсĕррĕн суту-илÿ тăвакан сутуçа явап тыттарма, ахăртнех, комисси ларăвне йыхравлани усăсăр. Çавăнпа та çывăх вăхăтрах рейдпа хăйĕн патне çитсе килме калаçса татăлчĕç. Магомед ту патне пымасан вăл хăй ун патне каять темеççĕ-и-ха вырăссем?

Ларăва ертсе пынă райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Зоя Маслова çакнашкал тÿнтерлĕхсем кашни ял тăрăхĕнчех тĕл пулни пирки каларĕ. Ĕçеççĕ те обществăлла вырăнта та, килте те харкашу çĕклеме тытăнаççĕ – йышăнмалла. Шăпах вĕсем хăйсен çумĕнчи çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Ялсенче ĕçсĕр, ÿсĕр çÿрекенсем пирки те, килте эрехпе суту-илÿ тăвакансем пирки те «о2» службăна шăнкăравласа пĕлтермеллех – ларăва хутшăнакансем çакнашкал шухăш патне килсе тухрĕç. Унсăрăн йĕркене пăсакансем айăплав çукран хăйсене пушшех ирĕклĕ туйĕç. Вырăнти пуçлăхсем çакăнпа килĕшсе полицин участокри уполномоченнăйĕсен ĕçне вăйлатма ыйтрĕç. Йĕркелĕхе сыхлассипе çыхăннă вырăнти лару-тăрупа Ишек тата Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕсем Анатолий Максимовпа Владимир Вершинин каласа кăтартрĕç. Пĕрремĕшĕнче çул çитмен çамрăксем тунă преступленисен пурăнакан пĕр çын пуçне тивекен шучĕ кăçал ÿснĕ. Анатолий Максимов сăмах май ял тăрăхĕнчи пĕр пушă çуртра нумай пулмасть кăна-ха çамрăксен ушкăнĕ çитсе чарăнни пирки аса илсе каласа пачĕ: палаткăсем вырнаçтарнă, хăйсем пĕлнĕ пек канма палăртнă-тăр. Анчах та пуçлăх участковăя пĕлтерсе вырăна килсе çитнĕ çĕре вĕсен йĕрри те юлман. Карели республикинчи синкер хыççăн çакăн йышши кирек мĕнле пулăм та сехĕрлентермелле. Зоя Леонидовна çавна май район территорийĕнчи пушă çуртсене тимлĕ сăнаса тăмалли пирки асăрхаттарчĕ. Çак вăхăтра мăкăнь çеçке çурма хатĕрленнине шута илсен ку уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулмалла.

Наркотиклĕ, психотроплă, хăватлă витĕмлĕ хутăшсен закона хирĕçле çаврăнăшне асăрхаттарас тĕлĕшĕнчи законодательствăна пăхăнасси пирки наркотике хирĕçле комисси ларăвĕнче пăхса тухрĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Владимир Вершинина паллаштарма ыйтрĕç. Вăл ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, ÿнер шкулĕ, культура учрежденийĕсем урлă вăхăта усăллă ирттерме явăçтарас енĕпе нумай ĕç ирттерни пирки каларĕ-ха, анчах та район прокурорĕн çумĕ Рафил Ахмадуллин поселокра наркоманипе чирлĕ миçе çын шутра тăни пирки ыйтсан аса илеймерĕ. Асăрхаттару сăлтавĕ çак пулчĕ те: «Ял тăрăх пуçлăхĕн çакнашкал хăрушлăха лекнĕ кашни çынна пĕлмелле», – çирĕпех каларĕ прокурор çумĕ.

Пакунлă ĕçченсем хутшăннипе иртнĕ виççĕмĕш ларура районти чиновниксем тĕлĕшĕпе юлашки вăхăтра пуçарнă уголовнăй ĕçсем пирки аса илчĕç. Лапсар, Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕсен унчченхи пуçлăхĕсене 2010 çулта çурт-йĕр çавăрма çĕр лаптăкĕсемпе закона пăсса тивĕçтернĕшĕн айăплаççĕ. ШĔПĕн полици пуçлăхĕ Евгений Петров пĕлтернĕ тăрăх, кăçал коррупци сĕмĕллĕ 11 преступление шута илнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан пĕрре ытларах. Полицин районти уйрăмĕн ĕçченĕсем РФ УК 285 (должноç полномочийĕсемпе чикĕрен иртсе усă курнăшăн) тата 292 статьясемпе (службăри ултав) 5 ĕç пуçарнă.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости