Тăваллах талпăн, «Тăрăн Ен»!

«Тăрăн Ен» фольклор ушкăнĕн çул çӳревĕсем малалла тăсăлаççĕ. Республика шайĕнчи «Ункă шевлисем» конкурсра, Ишек ярмăрккинче хамăр пултарулăхпа паллаштарнă хыççăн чурачăксем патне çитсе куртăмăр, икĕ сехет çурă юрă-ташăпа савăнтартăмăр. Район Акатуйĕнче те пире хапăлласах йышăнчĕç.

Республика кунне халалланă уявра Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра «Тăрăн Ен» юррисем ян! янăраса хавас кăмăл парнелерĕç, куракансене сцена тавра пуçтарчĕç.

Июнĕн 26-мĕшĕнче Чăваш наци радиовĕн «Иксĕлми çăлкуçсем» конкурсне хутшăнса Çĕрпӳ районĕнчи паваркассисен «Кăмăл» фольклор ушкăнĕпе тупăшрăмăр. Кашниех хăйсен тăрăхĕнчи хăна тата туй юррисене шăрантарчĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăнсем çĕнтернине кăтартрĕ. Ку пирĕншĕн пысăк çитĕнӳ пулчĕ, эпир пурте чунтан савăнтăмăр. Çак пулăм пире тата тăрăшуллăрах пулма хистет, малалла та ӳсĕмсем тума çунатлантарать, тĕллевсене пурнăçлама вăй хушать. Несĕлĕмĕрсен пилĕ те пулăшнине туятпăр. Ахальтен-и, вĕсем пире валли авалхи тупрана – масмак-сурпантан пуçласа хушпу-ама, юрри-ташши таранах – тĕрĕс-тĕкел упранă. Çĕре çити таймапуç вĕсене ырă йăлана ламран-лама тăсма пулăшнăшăн!

Антонина Ефимова, Вăрманкас Тăрăн

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости