«Тăван тавралăхăн мĕн чухлĕ илем!»

Раççейри уйрăмах сыхламалли çут çанталăк территорийĕсен, Экологи çулталăкне халалласа Шупашкар районĕн тĕп библиотека системи çакăн пек ятпа пултарулăх ĕçĕсен конкурсне йĕркелерĕ.

Çынсен экологи пĕлĕвĕпе культурине ÿстересси, тăван тавралăха, çут çанталăка ачаранах хисеплеме тата юратма, унпа тимлĕ пулма вĕрентесси – унăн тĕллевĕ. Ĕçсене февраль уйăхĕ вĕçлениччен йышăнĕç. Чи пултаруллисене парнесемпе тата дипломсемпе чыслаççĕ. Библиотека тытăмĕн директорĕ Галина Тимофеева ăнлантарнă тăрăх, ку конкурса хутшăнмалли ĕçсене видео ÿкерсе хатĕрлессине ахаль суйламан. Ачасене гаджетсемпе, ку чухнехи çыхăну хатĕрĕсемпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси паян питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ÿлĕмрен вара çакă ырă йăлана та куçĕ.

Библиотека тытăмĕ вара вĕсен вăчăрине тăссах пырать. Хальхи вăхăтра унта «Шупашкар районĕн эко-асамĕ» конкурс ĕçĕсене те йышăнаççĕ. Тăван тавралăхăн е сад пахчин илемлĕ вырăнĕ-и вăл, хÿхĕм чечек-и, шăнкăр-шăнкăр çăл куçĕ-и, çут çанталăк палăкĕ-и, килти е вăрманти чĕр чун-и – çакна асăрхама пултарнă автор конкурса хăйĕн ĕçĕсене Кÿкеçри тĕп библиотекăна кăçалхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен кирек мĕн чухлĕ те тăратма пултарать. Чи ăнăçлă ÿкерчĕксемпе сăн ÿкерчĕксем тĕп вулавăш стенисем çинче вырăн тупнă та ĕнтĕ. Галина Львовна хальлĕхе Пархикасси, Çĕньял, Чăрăшкасси (Çырмапуç ял тăрăхĕ), Апаш библиотекисен вулаканĕсем уйрăмах хастар пулнине палăртрĕ. Ишек шкулĕн вĕрентекенĕ Екатерина Григорьева, пирĕн штатра тăман корреспондент та, сăн ÿкерекенсем хушшинче иртнĕ республика конкурсĕсенче пĕрре мар палăрнăскер, хăйĕн ĕçĕсене сĕннĕ. Ку конкурс пултарулăхăн кирек хăш енне те уçса пама пулăшать. Кунтах сăвă çырма, ал айĕнчи тĕрлĕ хатĕртен япаласем (поделкăсем) ăсталама юратакансем хутшăнаççĕ.

«Библиотека тытăмĕ йĕркелекен тĕрлĕ конкурса килсе тăракан ĕçсенчен эпир Шупашкар районĕн экологи страницине хатĕрлесшĕн. Электрон ресурс ачасем те, çитĕннисем те çут çанталăк илемне мĕнле курнин пĕрлехи сăнне уçса парĕ, пурне те пĕр тĕллевпе пĕрлештерĕ», – вăрттăнлăха уçрĕ библиотека тытăмĕн директорĕ.

Виктория Вышинская

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости