Тăван чӗлхене юратма пӗлесчӗ…

Çут тĕнчене çĕн чун килет,

«Пепкеçĕм», – амăшĕ чĕнет.

Сăпка юрри шăрантарать,

Чăн чăвашла вăл калаçать…

Ҫак йӗркесене вуланӑ май сисмесӗрех ачалӑх, аннен ӑшӑ та ҫепӗҫ аллисем аса килеççĕ. Кукӑль шӑрши, кӑпӑклӑ сӗт тути яланлӑхах чӗрере упранса юлнӑ. Шӑпах тӑван кӗтесрен пуҫланать те ӗнтӗ пирӗн тӑван ҫӗршывӑмӑр. Амӑшӗн кӑкӑр сӗчӗпе ача ҫуралнӑ кӗтесне, хӑйĕн чӗлхине юратма вӗренсе ҫитӗнет тесе калатчӗ манӑн кукамай. Тӳрӗ эфирта Шупашкарти ача садӗнче чӑваш уявӗ ирттернине пӑхса килентӗм. Воспитательсемпе ашшӗ-амăшӗ тӗпренчӗкĕсене чӑвашла вӗрентес тӗлӗшпе тӑрӑшса ӗҫлени куҫ кӗрет: пӗчӗкскерсем чăвашла юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, калаҫӑва та ӑнкараҫҫӗ. Хамӑр ялах таврӑнар: ҫӗр шӑпӑрлан ҫӳрекен ача садӗнче чӑвашла пуплеме пӗлекен пепкесен шучӗ вуннӑран та иртеймест. Шкулта вара тӑван чӗлхепе вуламалла та, ҫырмалла та. Ҫакӑ ашшӗ-амӑшне шухӑша ямасть те-ши? Воспитательсем кӑна тăрăшни пулӑшӗ-ши?

Иртнӗ эрне – чӑваш чӗлхи эрни. Кӑшавӑшри культура ҫуртӗнче тимлекенсем ҫак ятпа «Аваллӑха таврӑнса, хут купӑса янратса» ятпа уяв программи хатӗрлерӗҫ. Концерта ача сачӗн шӑпӑрланӗсем, шкул ачисем, ташӑ тата фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем хутшӑнчӗҫ. Вӑйӑ картипе пуҫланнӑ мероприятие И. Я. Яковлевӑн чӑваш халӑхне панӑ халалӗ тӑсрӗ. Ҫак эрнерех пирӗн ентешӗмӗрӗн – Герман Лебедев композиторӑн ҫуралнӑ кунӗ. Залри куракан ура ҫине тӑрсах вӑл ҫырнӑ чӑваш гимне итлерӗ. Концерта хатӗрлеме Кӑшавӑшри вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Евгений Майковӑн вӗренекенӗсем чӑвашла сӑвӑсем вуларӗҫ. «Эсир тӑван чӗлхене пӗлетӗр-и?» вӑййа хутшӑнма кӑмӑл тунӑ туссем Евгений Александрович хатӗрленӗ парнесене – кӗнекесене – тивӗҫрӗҫ. Ача сачӗн чăваш тумĕллĕ пепкисем сцена çинче янӑракан авалхи чӑваш юррисем тӑван чӗлхемӗр илемне тепӗр хут кӑтартса ӑна упрамаллине тата та аса илтерчӗҫ.

Регина Чернова, Кăрмăш

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости