Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи

Раççейре темиçе тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсен кашнин хăйĕн чĕлхи пур. Пирĕн вара тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхипе пирĕн атте-анне, асатте-асаннесем калаçаççĕ. Вĕсем пирĕнпе мĕн пĕчĕкренех чăвашла калаçнă, сăпка юррисем юрланă. Шкулта пире учитель чăваш чĕлхи илемне туйма вĕрентет.

Чăвашла Чăваш Республикинче çеç мар, урăх регионсенче те калаçаççĕ. Пирĕн чăваш чĕлхине хисеплемелле, ăна пĕтермелле мар, унпа таса калаçмалла. Тăван чĕлхене лайăх пĕлсен ытти чĕлхене те вĕренме çăмăлрах теççĕ. Тăван халăха çутта кăларакан И.Я. Яковлев та «Тăван чĕлхесĕр пĕлÿ çук», – тесе ахальтен каламан.

Татьяна Ефимова, 8-мĕш класс

Чăваш тĕрри

Ваттисем ҫапла калаҫҫӗ: «Пӗлменӗн пӗр тӗрӗ, пӗлекенӗн ҫӗр тӗрӗ». Чăваш халăхӗ – питӗ маттур халăх. Вăл ыттисенчен ӗҫченлӗхӗпе уйрăлса тăрать. Епле илемлӗ чăваш тӗрри! Чăваш хӗрарăмӗсен ӗҫӗсемпе пӗтӗм тӗнче мухтанать. Мана уйрăмах Мария Васильевна Симаковăн ӗҫӗсем килӗшеҫҫӗ. Унăн ылтăн аллисем витӗр тухнă тӗрӗсенче – чăваш халăхӗн тавракурăмӗ, кун-ҫулӗ, философийӗ. «Мария Васильевна хăйӗн ӗҫӗсем хушшинче пурăнать», – тесен те йăнăш мар. Вӗсем ҫинчи кашни ҫиппе туйăмлăх, асамлăх, тӗнчене урăх куҫпа курма пӗлни витерет. Чăваш тӗррисем республика, Раҫҫей, тӗнче шайӗнче палăрнинче унăн тӳпи те сахал мар. Унăн аллисем чăннипех те ылтăн, тӗррисене курсан чун хăпартланать.

Асанне мана ҫыру тӗрри ҫинчен каласа кăтартрӗ. Чăваш тӗрринче сарă, йăмăх хӗрлӗ, симӗс, кăвак тата хура тӗссемпе усă кураҫҫӗ. Тӗрӗ-эреше тӗртсе те тума пулать иккен. Сакăр кӗтеслӗ виҫӗ ҫăлтăр – чăваш тӗррин чи анлă сарăлнă эрешӗ. Вăл илемпе хăтлăх палли. Пурнăҫăн та тӗрри пур: пурăнма пӗлес пулать.

Герман Молаев, 4-мĕш класс

Халăх ятне çÿле çĕклерĕ

Пĕчĕк те хăтлă йывăç çурт… Хуçисем пекех ватăлнă ĕнтĕ вăл. Кашни кун шкула çак çурт умĕпе иртсе каятăп. Халĕ кунта никам та пурăнмасть. Пÿрт айккинче хăма çакăнса тăрать. Чăваш халăхĕн паллă композиторĕ Герман Степанович Лебедев çакăнта çуралнă.

Çакăнта унăн ачалăхĕ, шкул çулĕсем иртнĕ. Эпĕ утакан сукмакпах пулĕ, вăл юлташĕсемпе Варпуçа пуçламăш шкула пĕлÿ илме чупнă. Пурнăçĕ вăл вăхăтра çăмăлах пулман пулсан та ашшĕ-амăшĕ ывăлне ăслă çын тăвасшăн çуннă. Пуçламăш шкул пĕтерсен, ман пекех, Çÿлтикасси шкулне малалла ăс пухма кайнă. Салапайкассинчен Çÿлтикассине çитме çулĕ çывăх мар, хальхи пек, автобус çÿремен. Вăл вăхăтра шкула Чĕмпĕр чăваш шкулне вĕренсе тухнă паллă революционер Тимофей Малышев ертсе пынă. Çак талантлă вĕрентекен ачасене юрă-кĕвĕ ăсталăхне ăша хывма хавхалантарнă. Вăлах Герман Лебедева кĕвĕ илемлĕхне туйса илме пулăшнă, арçын ачан таçта шалта пытаннă талантне аталанма çул уçса панă.

Кашни ирех эпĕ Герман Лебедев композиторпа Илья Тукташ поэт çырнă «Тăван çĕршыв» гимнпа вăранатăп. Чăнах та, мăнаçлă та çепĕç, çĕкленÿллĕ те савăнăçлă кĕвĕ тыткăнлать чуна. Куç умне тăван тавралăх, атте-анне, уй-хир, ял-йыш тухса тăраççĕ. Хамăн та Тăван çĕршывшăн, унăн ят-сумне çĕклессишĕн, пирĕн ентеш пекех темĕнле пысăк ĕçсем тăвас килсе каять.

Герман Лебедев – малтанхи паллă композиторсен ĕçне малалла тăсаканĕ. Унăн кĕввисенче чăваш тĕнчине, чăваш чунне, халăхăн йăли-йĕркисемпе ĕмĕт-шухăшне куратăп. Вăл 400 яхăн юрă çырнă: ачасем валли те, яшсемпе хĕрсем валли те, ваттисен кăмăлне каяканнисем те. Пурин чунне те туйма пĕлнĕ. Унăн юррисене час-часах радиопа илтетпĕр. Тăван шкула та, ĕмĕрлĕх асăнмалăх, пĕрле вĕреннĕ Транквиллин Соминовпа гимн парнелесе хăварнă. Кашни шкул ачи унăн сăмахĕсемпе кĕввине пăхмасăр пĕлет. Пысăк уявсенче час-часах янăрать вăл. Герман Лебедев ячĕ вилĕмсĕр, мĕншĕн тесен вăл тăван халăх валли çырнă кĕвĕ тĕнчин асамĕнче пурăнать. Унăн ячĕ ĕмĕрлĕх асра юлĕ.

Пĕчĕк йывăç пÿрт… Тăван ял аса килсен эсĕ яланах куç умне тухса тăрăн.

Анастасия Хрисанфова, 11-мĕш класс

Юрлама та вăхăт тупать кукамай

Манăн юратнă кукамай пур. Ăна Зоя Леонидовна Аввакумова тесе чĕнеççĕ. Вăл чи малтанах çĕвĕçĕ пулнă, фермăра та ĕçлесе пăхнă. Кайран нумай-нумай çул почтальонта вăй хунă. Халĕ манăн кукамай килте. Вăл выльăх-чĕрлĕх тытать. Пахчара нумай ĕçлет. Кукăльсем пĕçерме юратать. Юрлама та вăхăт тупать кукамай – концертсемпе çÿрет. Мана лайăх çын пулма вĕрентет. Аслисене хисеплеме хушать, шкулта лайăх вĕренме калать.

Карина Герасимова, 2-мĕш класс

Анне

Эх, аннеçĕм-анне,

Юрататăп сана!

Мантан пултăр парне

Çакă сăвă сана.

Пурăн эсĕ ялан,

Ан ватăл нихăçан.

Анна Костина, 3-мĕш класс

Аннене эп юрататăп,

Ăшă сăмахсем калатăп.

Кÿрентермĕп эп ăна,

Вĕренетĕп тăрăшса.

Анне пире яланах

Тутлă апат çитерет,

Йывăр чухне пулăшать

Мухтать пире вĕçĕмех.

Маншăн, вăл – чи-чи хитри –

Çĕр çинче çук ун пекки.

Çавăнпа та шăллăмпа

Мухтанатпăр çеç унпа!

Кристина Ешметьева, 6-мĕш класс

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости