Тăватă кустăрма çинче ирттернĕ ĕмĕр

Ĕç вăл хăйне майлă эмел тесен те юрать-и тен, хуйха-суйха та сирме пулăшать, çын хакне те хăпартать. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Ăна тивĕçнисем пирĕн енче чылай. Вĕсенчен пĕри – Вăрманкас-Тăрăнта çуралса ӳссе кунтах тымарланнă Борис Петрович Петров.

Çемьере икĕ хĕр те виçĕ ывăл çитĕннĕ. Ашшĕ-амăшĕ кунĕн-çĕрĕн пĕр лăшсăр ĕçре тăрмашнă, ашшĕ конюхра ĕçлесе кунне-çĕрне ирттернĕ. Урхамахсене çитерсе-шăварса, ай сарăмне улăштарнă кăна мар, ут хатĕрĕсене те юсаса-тирпейлесе тăнă. Уйра ураланă улăма, утта лашапа турттарса тăнă. Петĕр Аслă вăрçа та хутшăннă, Сталинграда хÿтĕленĕ çĕрте çапăçнă, йывăр аманнă, сурансене пула киле янă. Хăйĕн ĕçне вăл юратса пурнăçланă.

Борис Тăрăн шкулĕнчен çичĕ класс вĕренсе тухнă. Пĕве кĕричченех ăна вăйпах ФЗО-на илсе кайнă. Пурнăç çулĕ каччăна Свердловск облаçне çитернĕ. Кунта штукатура тата шофера вĕреннĕ, салтака та унтанах кайнă, сержант-водитель пулса тăватă çул службăра тăнă. Вăл вăхăтра вун çичĕ çул тултарнă яшсене вăрçа илсе кайма питĕ тĕплĕ хатĕрленĕ, Борис та вĕсен шутне кĕнĕ.

Салтак яла таврăнсан «Путь Ильича» колхозра тĕрлĕ маркăллă – «Газ-53», «Газ-63», «Газ-66» – машинăсемпе вăй хурать. Ăçта кайма путевка панă, мĕнле ĕç пурнăçлама хушнă – нихăçан та турткалашса тăман. Унăн çул çинче яланах çирĕп йĕрке пулнă, хăвăртлăх сехетре 90 км-ран иртмелле мар. Нихăçан та çул-йĕр правилисене пăсман, авари туман, никама та шар кăтартман. Машинăна кирек хăçан та тирпейлĕ те юсавлă тытнă.

Ку вăхăталла вăл Анаткас-Тăрăн хĕрĕпе, Анфиса Фадеевнăпа, çемье çавăрса пĕр алăкран кĕрсе тухма пуçланă ĕнтĕ. Çут тĕнчене тĕпренчĕкĕсем пĕрин хыççăн тепри, виçĕ хĕр те тăватă ывăл, килеççĕ. Вĕсене пурне те тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерсе ура çине тăратаççĕ Петровсем. Алина – Шупашкарти «Эларăра» монтажница, Светланăпа Надежда – çĕвĕçсем, Николай – строитель, Юрийпе Александр – электриксем, Борис – тракторист. Малалла Борис Петрович «Чăвашэнерго» çур çĕр электросистемине водителе ĕçлеме куçать, виççĕмĕш разрядлă электромонтер пулса тăрать, çулталăкран ку енĕпе тăваттăмĕш разряда хÿтĕлет, электромонтер-шофер квалификацине алла илет. Тăрăшуллă водителе тивĕçлĕ канăва тухиччен тав тата хисеп хучĕсемпе пĕрле парнесемпе хавхалантарнă – пурĕ вун ултă хут та! Çаван пекех ĕçĕсене хак парса сăнне Хисеп хăми çине те кĕртнĕ.

Пенсие тухсан шурсухал пахча çимĕç çитĕнтерессипе интересленме пуçланă. Уншăн йăрансене çумран тасатасси, çĕрулми купаласси, улма-çырла, йывăç пăхса тăрасси те чун хавалĕпе пурнăçламалли ĕç шутланнă. Вун ултă мăнуклă тата пĕр кĕçĕн мăнуклă кукашшĕ тата аслашшĕ анлă тавра-курăмлă пулнине палăртмалла. Ачисем аса илнĕ тăрăх, вăл политикăпа кăсăкланнă, кĕнеке нумай вуланă. Питĕ нумай хаçат-журнал çырăннă, паллах, район хаçатне – чи малтан: «Ленинец» чухне те, «Тăван ен» ятпа тухса тăма тытăнсан та. Тÿрĕ кăмăллăскер пухусенче те тĕрĕслĕхшĕн, чăнлăхшăн тухса калаçнă, çитменлĕхсене пĕтермелли майсене шыранă.

Килте лăпкă ашшĕ пулнă, ачисем çине сас хăпартман кăна мар, вĕсене пÿрнепе те тĕкĕнмен. «Ырă та ăшă атте сăмахĕ пирĕншĕн чĕн пушăран темиçе хут витĕртерех пулнă. Шел, сакăрвун пĕр çулта чи çывăх çыннăмăр пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ», – теççĕ кĕçĕннисем-Петровсем.

Антонина Ефимова, Вăрманкас-Тăрăн

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости