Тăкаксăр меслетсем

Ача амăшĕн вăрах декрет вăхăчĕпе тĕрĕс мĕнле усă курмалла?

Хăйсем тĕллĕн ларма та хăнăхайман пĕчĕк ывăл-хĕрне кĕлте çумне тайăнтарса хăварнă та çурла тытса арçынсемпе тан тырă вырма васканă. Çакăншăн колхозра темиçе кĕрепенкке тырă панă. Ăна пасарта сутса тунă укçапа кĕпелĕх пусма туяннă, çаплах çемьене тăрантарнă. Темле вăхăтсене те курнă пирĕн анне-кукамайсем. Паянхи çамрăк амăшĕсем çакна ĕненмен те пулĕччĕç тен. Анчах истори улталамасть.

Унăн паянхи ÿкерчĕкĕ вара пачах урăхла: ачана пăхмашкăн амăшĕсене виçĕ çул таранах вăхăт параççĕ. Çурришĕн тÿлеççĕ те. Халĕ çемье бюджечĕн тăкакĕсĕрех декрета темиçе хут та кайма пулать – ĕнентереççĕ Шупашкар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта. Ачапа ларса амăшĕ паян чăннипех те нумай вăхăт çухатать-и, хăнăхнă ĕç вырăнне пуçа каçăртса таврăнас тесен унăн мĕн тумалла? Çак ыйту хуравĕсене эпир шăпах унта шырарăмăр та.

Кÿкеçре пурăнакан Елена Михайлова (ятне улăштарнă) пĕчĕк хĕрĕ аталанма пуçласанах пушă вăхăта мĕнле ирттерме май пурри пирки шухăшлама пуçланă. Аслă пĕлÿллĕ экономист хăй унччен малтан вăй хунă предприятирен кайнă. Паллах, декрет вăхăчĕ вĕçленсен ĕç вырăнĕ шырас ыйту та çивĕч тăма пуçланă. Май уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл çакăн пек шухăшсемпех пулăшу ыйтма центра пынă.

«Пахчара хĕрÿ ĕçсем пыратчĕç, аслисен те вĕренÿ çулĕ вĕçленет, вĕсене ытларах пулăшас килет. Апла пулин те иккĕлене-иккĕленех унта ĕçлекенсенчен кĕске вăхăтра специалистсене хатĕрлекен курссем пирки ыйтса пĕлтĕм», – аса илет нумай ачаллă амăшĕ.

Декрет хыççăн амăшĕсен професси ăсталăхне ÿстересси, квалификацие улăштарасси – çапларах илтĕнет ку кĕске курссен ячĕ. Шăп уйăха тăсăлакан занятисем хыççăн сертификат параççĕ. Алина АСБУ 1С: предприяти операторĕн специальноçе алла илнĕ-илменех вакансисен сайтĕнче резюме вырнаçтарнă. Хăй суйланă ĕç вăрах кĕттермен. Кĕçĕннине садике вырнаçтарнă хыççăнах вăл çĕнĕ ĕç вырăнне тухнă. Халĕ унта нумай çул ĕçлекенсем те бухгалтерири компьютер программисенче ыйту сиксе тухсан сĕнÿ-канаш ыйтма ун патне пыраççĕ.

Патшалăхăн çакнашкал пулăшăвĕпе усă курса çулталăк пуçланнăранпа ĕç шыракан 11 амăшĕ професси пĕлĕвĕ илни паллă. Тăххăрăшĕ декретран тухма хатĕрленнĕ май квалификацие ÿстернĕ. Ачисем виçĕ çул тултариччен отпускра пулнă май пĕлтĕр те çак мелпе 20 хĕрарăм усă курнă. «Вĕсенчен 8-шĕ унчченхи ĕç вырăннех тухма хатĕрленнĕ май квалификацие ÿстерчĕ. Ыттисем вара вĕреннĕ хыççăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ тупма пултарчĕç», – тет Центр специалисчĕ Лиана Порфирьева. Вăл уйăх тăршшĕпех вĕренекен амăшĕсемпе юнашар. Çак эрнере тата иккĕн сертификатсене алла илме хатĕрленеççĕ. Парикмахер, флорист, ПЭВМ операторĕ, экономист, сутуçу, администратор, бухгалтер – вĕсене сĕнекен вакансисен тулли списокĕ те мар-ха çакă. Ушкăнсене профессие тата ĕçре усă куракан компьютер программине кура йĕркелеççĕ: бюджет управленийĕн автоматизациленĕ тытăмĕн 1 с операторĕсен специальноçĕпе кăна акă пĕлĕве икĕ тĕрлĕ илме пулăшаççĕ – суту-илÿ управленийĕнче е предприятире вăй хума. Вĕреннĕ хушăра – уйăхра – 850 тенкĕ стипенди тÿленĕсĕр пуçне Шупашкара çÿреме транспорт тăкакĕсене те саплаштараççĕ.

«Ĕç меслечĕ, технологисем пĕр вырăнта тăмаççĕ паян. Çавăнпа та вăл вĕçленессе чылайăшĕ хумханса кĕтет, хăюлăх çитерейменнипе, хăйĕн вăйне шанманнипе черетлĕ хут декрета кайма шут тытать», – тет Ирина Владимирова психолог. Çамрăк амăшĕсем çакна ачасене пĕр вăхăтра çитĕнтермеллипе ăнлантараççĕ-мĕн. Тепĕр тесен çакăн пек шухăшлакансене валли патшалăхăн тепĕр тĕрлĕ пулăшăвĕ те пур. Районта хăйĕн ĕçне пуçаракансем центр урлă субсиди илеççĕ. Кăçал ăна тивĕçнисем пурте – хĕрарăмсем. 58800 тенке тĕллевлĕ усă курнине ĕнентерме, программа условийĕсемпе килĕшÿллĕн, паллах, хăйсем пуçарнă ĕçре виçĕ çул вăй хума тивет. Апла пулин те кĕççĕннине садике вырнаçтарнă хыççăн ĕç вырăнĕ шыракансемшĕн çакă чун выртнă профессие ăнăçлă усă курмалли чи тăкаксăр меслет.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости