Тăрăнсем спортпа туслă

Чăрăшкасси ял тăрăхне кĕрекен Тăрăн ен хĕрарăмсен канашĕ культура çулталăкне халалласа çамрăксен хушшинче волейбол ăмăртăвĕ ирттерчĕ.

Вăййа ытларах Вăрманкас Тăрăн, Лепетер ялĕнчи яшсем, амăшĕсем, вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вылякансем виçĕ командăна пайланчĕç, малтан «пĕрремĕшпе» «виççĕмĕш» старта тухрĕç, пысăк хастарлăх кăтартрĕç, мечĕке çĕре ÿкермерĕç темелле. Çапах та «пĕрремĕшсене» парăнтарчĕç. Палăртса хăвармалла – аллă çула çывхаракан Вăрманкас Тăрăн лавкка заведующийĕ Елена Кузьмина çамрăксенчен кая юлмасăр, çивĕч лару-тăрура та çухалса каймасăр вылять, кашни спорт уявне активлă хутшăнать.

Тупăшу малалла тăсăлчĕ, «иккĕмĕшпе» «виççĕмĕшсем» пĕр-пĕрне чылай вăхăт тĕрĕслерĕç. Анчах «виç­çĕмĕшсем» çĕнтерчĕç-çĕнтерчĕçех. Вĕсене ятран асăнса хăварма кăмăллă: Лина Семенова – сутуçă, Венера Спиридонова – воспитатель, Наталья Костина – медсестра, Алина Васильева – ача амăшĕ, Катя Костина – 9-мĕш класра вĕренекен, Сергей Спиридонов – строитель. Вĕсене пурне те асамлă туртăм – физкультурăпа спорта, пурнăçа юратни пĕрлештерет, ĕçре, вĕренÿре çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантарать, вăй-хăват хушать.

АНТОНИНА ЕФИМОВА, ВĂРМАНКАС ТĂРĂН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости