Тăхăрвунна яхăн çĕршыв – суту-илÿ партнерĕ

Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынипе Канашăн импорт таварне улăштарас ыйтусем тавра Саратовра кĕркунне иртнĕ мероприятисене аса илер-ха. Унта çĕршывăн промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Денис Мантуров «ЭКРА» НПП презентацийĕпе паллашнă май Чăваш Енри электротехника кластерĕн экспорт пуласлăхĕ пысăккине палăртса Чăваш Республикине çитсе курассине хăйĕн çумне ĕç планне кĕртме хушнăранпа, унтах Чăваш Ен Пуçлăхĕпе çакăн пирки калаçса татăлнăранпа вăхăт нумаях та иртмерĕ – республика сумлă хăнасене йышăнчĕ те.

Иртнĕ эрнере Шупашкарта федераци министрĕ ертсе пынипе, Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе пынă промышленноç енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕ 60 ытла субъект представительне, çав йышра министрсене, пухрĕ.

Маларах хăнасен Чăваш Енри предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма май пулчĕ. «Чувашторгтехника» ОАО акă кухньăсем валли профессионаллă оборудовани кăларассипе тимлет. Унăн таварне шалти рынокра кăна мар, чикĕ леш енче те пĕлеççĕ, туса кăларнă продукцин пиллĕкмĕш пайĕ 30 ытла çĕршывра – Китайра, Сингапурта, Израильте, Германире тата ытти çĕрте – саланать. Юлашки темиçе çулта предприятие 17 млн евро инвестици хывнă. Михаил Игнатьев компани оборудованийĕпе республикăри чылай социаллă объектра усă курнине çирĕплетрĕ. Денис Мантуров предприятин производство шайĕ пысăккине асăрханине палăртмалла. «Кунта туса кăларакан продукци конкуренцие тĕнче шайĕнче тÿсме пултарать», – тенĕ вăл.

«Шупашкар-Арена» пăр керменĕнчи машиностроени, хими, çăмăл промышленноç, строительство материалĕсен, IT-индустри предприятийĕсен продукцийĕсен куравĕ – хăнасем çитсе курнă тепĕр вырăн. Михаил Игнатьев Денис Мантурова тата Михаил Бабича республикăра пурнăçланакан проектсене пулăшса тăнăшăн тав тунă. РФ промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Чăваш Ен предприятийĕсен ĕçне-хĕлне пысăк хак панă. 2016 çул пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи тăрăхĕнче промышленноç производствин индексĕпе лидер: вăл 107,6% тан. Раççейре ку кăтарту – 101,1%. «Мăнаçланмалăх сăлтав пур. Округри 115 предприятирен 102-шĕ 8 млрд ытла тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илчĕ. Промышленноçа аталантармалли фонд 7 млрд тенке яхăн кивçен панă. Чăваш Ен, пысăк бюджетлă мар пулин те, 2017 çулта инвестици аталанăвĕн фондне 1,5 млрд тенкĕ хывма йышăннă», – палăртрĕ вăл.

Михаил Игнатьев республикăри 4 компани апат-çимĕç машиностроенийĕн отраслĕнче лидерсем шутланнине пĕлтерчĕ: «Чувашторгтехника» ОАО, «Фросто» ООО, «Элинокс» ООО, «Славутич» ООО. «Тĕнчери 86 çĕршыв республикăн суту-илÿ партнерĕсем пулса тăраççĕ. Ку енĕпе малалла аталанма майсем пур», – пĕлтерчĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Федераци министрĕ апат-çимĕç машиностроенине патшалăх енчен пулăшассине шантарнă. «Паян рынокри апат-çимĕç машиностроенийĕнче ĕçлекен ют çĕршыв производителĕсен тÿпи 87% ытла. 2025 çул тĕлне ку кăтартăва сахалтан та 50% çитерме тĕллев лартатпăр. Кăçал Раççей Президенчĕ, Правительство çак отрасле пулăшмашкăн 1 млрд тенкĕ уйăрма шантараççĕ. Унпа рынока çĕнĕ продукци кăларакан компанисем усă курĕç», – пĕлтернĕ Денис Мантуров.

Ларăва хутшăннă, куравпа кăсăкланнă хăнасем Чăваш Енĕн промышленноç хăвачĕпе паллашма май туса панишĕн чăннипех те кăмăллă.

Любовь Семенова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости