Тăхăр ял савăнчĕ

Чăрăшкасси тăрăхĕнче пурăнакансем те ял уявне чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Çакăн пирки пĕлтерÿ çакса хунăранпа ăна хатĕрленсе тăхăр ял çыннисем хĕвĕшрĕç кăна. Вăл харăсах çакăн чухлĕ çынна пухрĕ. Ватăраххисене килĕсене çитсех йыхравларĕç.

Пухăннисен умĕнче чи малтан Чăрăшкасси ял тăрăх пуçлăхĕ Виталий Павлов тухса калаçрĕ. Республикăран килнĕ хăнасем те сăмах илчĕç. Чăрăшкассисене, шуркассисене, тимойсене, ишлейкассисене, хыркассисене, тойтерексене, чанкассене, хăймалакассисене тата лапракассисене уявпа райадминистраци ячĕпе муниципалитет пуçлăхĕн çумĕ Сергей Ванюшкин саламларĕ. Чи хастаррисемпе пултаруллисене Шупашкар район администрацийĕн тав хучĕсемпе чысларĕç – Вениамин Одерякова, Сергей Шурнова, Станислав Гаврилова, Василий Андреева тата Валентин Синельникова.

Атайкассин пултаруллă «çăлтăрĕсем» уява савăнăçлă сăн кĕртрĕç. «Тăрăн ен» фольклор ушкăнĕ те юрри-кĕввипе тыткăнларĕ, Чăрăшкассинчи культура çурчĕн пултаруллă артисчĕсемпе сцена çинчен тупăшмалла савăнтарчĕç. Евгений Николаев эстрада артисчĕ хăйĕн ентешĕсене юрă хыççăн юрă парнелерĕ.

Ял тăрăх çыннисемпе уяв хăнисем çавра çăкăрпа, техĕмлĕ шÿрпепе, килти сăрапа хăналанчĕç – ăна Одеряковсемпе Евполовсен çемйисем вĕретсе тухнăччĕ. Чи кĕçĕннисем вара батут çинче сиксе, шыври хăмпăра ярăнса кăмăлĕсене тултарчĕç.

Тĕттĕмленсен çамрăксем ташă картине тăчĕç. Уяв вĕсемшĕн те асра юлмалла иртрĕ.

Валентин СИНЕЛЬНИКОВ, Чăрăшкасси

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости