Тĕлĕнмелле алăсем

Сăмах, чăнах та, çав тери ăста хĕрарăм, Ишлейкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Елена Михайловна Григорьева çинчен.

Елена Ишек шкулĕнче вĕреннĕ, 1987 çулта Тойтерек каччипе Александрпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Ывăлĕсем çурт лартнă, ача-пăчаллă. Эльвира хĕрĕ Янăш шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренет. Спортпа питĕ туслă. Алă вăйĕ виçессипе районти ăмăртусенче кăна мар, республика шайĕнчисенче те лайăх кăтартусемпе палăрать. Хальлĕхе унăн пурĕ 12 медаль.

Елена тĕрлĕ çипрен çыхма кăмăллать. Ун аллинче кофта, юбка, кĕпе туххăмрах хатĕр пулать. «Чирлесех» кайрĕ ĕнтĕ», – шÿтлет мăшăрĕ Александр. Чаканарти мамăк фабрикинче ĕçленĕ вăхăтра пушă вăхăт тупăнсанах тÿрех алла йĕппе çип тытма васканă Елена. Эпĕ унран çĕнĕ тĕрĕсене ăçтан вĕреннине ыйтрăм та, мана унăн хуравĕ питĕ тĕлĕнтерчĕ. «Çын çинчи кофтăна куратăп та çыхатăп. Е тĕррисене хам шутласа кăларатăп. Хăш чухне журналсенче те тупатăп», – терĕ ылтăн алăллă хĕрарăм.

Вăт çапла ăста хĕрарăм пурăнать пирĕн районта!

Екатерина Григорьева, Мăн Марка

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости