Тĕп документа тишкерчĕç

Виçĕм кун район пуçлăхĕ Андрей Николаев ертсе пынипе райадминистрацин залĕнче Шупашкар район Депутатсен Пухăвĕн черетлĕ 15-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта хутшăннисен йышĕнче – райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев, район прокурорĕ Зелфинас Карама, РФ ШĔМĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, ял тăрăх пуçлăхĕсем.

Кун йĕркинчи 16 ыйтăва пăхса тухрĕç халăхăн шаннă çыннисем. Тĕп ыйту – 2017 çул, планри 2018 тата 2019 çулсем валли Шупашкар район бюджечĕн проектне йышăнасси. Документпа тĕплĕнрех райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ Мария Сергеева паллаштарчĕ. 2017 çулăн бюджечĕ тупăш енĕпе 843 млн та 538 пин тенкĕ ытлапа танлашĕ, расхут пайĕ – 848 млн та 155 пин тенкĕпе. 2018 çул валли йĕркеленĕ бюджет çапларах: тупăш – 822 млн та 533 пин тенкĕ ытла, расхут – 822 млн та 533 пин тенкĕ ытларах. 2019 çул валли хысна çапларах: тупăш енĕпе 823 млн та 784 тенкĕрен кăшт ытларах, расхут енĕпе – 823 млн та 784 пин тенкĕ ытла. Çитес çулхи бюджет дефицитпа пулĕ – 4 млн тенкĕ ытла. Бюджетăн пысăк пайĕ вĕрентÿ сферине тăкакланĕ – 60,1%, ытти çулта вăл ÿссе пырасси те паллă.

Депутатсем кăçалхи бюджета та тишкерчĕç. 2016 çулхи бюджетăн тупăш пайĕ 857,2 млн тенкĕ ытларах, расхут пайĕ – 877 млн тенкĕ ытла. Дефицит 20,3 пин тенкĕ.

Кунсăр пуçне ларура ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç. Сăмахран, Владимир Степанов РФ ШĔМĕн районти уйрăмĕн кăçалхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Зоя Маслова муниципалитет пурлăхне приватизацилес ыйтупа калаçрĕ, çитес çул Толик Хураскинчи пурăнмалли мар пĕр çурта тата Кÿкеçри лавккана приватизацилеме планлаççĕ. Депутатсем Депутатсен пухăвĕ 2017 çулта ирттермелли плана та пăхса тухрĕç.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости