Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ

Уйăхăн иккĕмĕш эрнин кашни кĕçнерникунĕнче – 9:00 – 12:00 сехетсенче – Кÿкеçри Советски урамĕнчи 23-мĕш çуртра граждансене адвокат тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парать.

Шупашкар райадминистрацийĕ уйăхăн иккĕмĕш тата тăваттăмĕш тунтикунĕсенче 8:00 – 17:00 сехетсенче Кÿкеç поселокĕнчи Шоссейная урамри 15-мĕш çуртри 11-мĕш пÿлĕмре граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнать. Тÿлевсĕр юридици пулăшăвне граждансен уйрăм категорийĕ 2011 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче «Раççей Федерацинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтересси çинчен» 324-мĕш номерлĕ федераци законĕпе килĕшÿллĕн илме пултарать.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости