Тÿпери тĕрлĕ тĕс

Асамат кĕперĕ çине савăнмасăр, киленмесĕр пăхакан çынна тĕл пулнă-и эсир? Тÿпери тĕрлĕ тĕслĕ кĕпер мĕн авалтан хăй патне илĕртсе тăнă, этемшĕн асам пек туйăннă.

Вырăс халăхĕн кĕпер тĕсĕсене йĕркипе ас туса юлма пулăшакан ятарлă сăмах çаврăнăшĕсем те пур. Сăмахран, вĕсенчен пĕри вырăсла çакăн пек янăрать – «Каждый охотник желает знать где сидит фазан». Сăмах çаврăнăшĕнчи сăмахсен пĕрремĕш сас паллийĕсем асамат кĕперĕнчи тĕссен малтанхи сас паллийĕсемпе пĕр килеççĕ. Çакă тĕссене йĕркипе ас туса юлма пулăшать те.

Кÿкеçри «Крепыш» ача садĕнчи «Солнышко» ушкăна çÿрекен ачасем те уçăлма тухсан Л. Степанова воспитательпе пĕрле гуашьпа, сарлака киçтĕксемпе, обой татăкĕсемпе усă курса асамат кĕперĕ ÿкерчĕç. Пĕчĕккисем тĕссене те ас туса юлма тăрăшрĕç. Вĕсене хăйсем ÿкернĕ асамат кĕперĕ те питĕ килĕшрĕ.

 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости