Уй ка­ра­пĕн­че те, кĕ­ре­ке­ре те… чи малта

Тă­ван ха­çат хă­йĕн 82-мĕш çу­рал­нă кун­не пал­лă тă­вать

1932 çул­хи ию­лĕн 27-­мĕ­шĕн­че «Кол­хоз­ник çу­лĕн», ра­йон кă­ла­рă­мĕ ун чух­не çа­кăн пек ят­па тух­нă, пĕр­ре­мĕш но­ме­рĕ кун çу­ти кур­нă. Çак ху­шă­ра кам кă­на вăй ху­ман-­ши ре­дак­ци­ре, кам кă­на тĕ­рĕс­ле­се пăх­ман-­ши хăй­не ка­лем ăс­тин вы­рă­нĕн­че! Ан­чах ки­рек хăш вă­хăт­ра та жур­на­лист про­фес­си­йĕ кă­сăк­ли­сен­чен, кăт­кăс­си­сен­чен пĕ­ри шут­лан­нă. Чи хар­сăр­ри­сем­пе хăюл­ли­се­не, пул­та­рул­ли­се­не кă­на йы­шă­наç­çĕ вĕ­сем хăй­сен рет­не. Çи­тес выр­сар­ни кун ва­ра ре­дак­ци ĕç­че­нĕ­сен кĕ­ре­ке­не пуç­та­рăн­са про­фес­си пур­нă­çĕ­пе çы­хăн­нă, çан-­çу­рă­ма çÿ­çен­тер­се (­кун пек­ки те пу­лать кор­рес­пон­дент­сен) е ку­лă çу­рат­са чу­на ăшă­та­кан са­мант­се­не те­пĕр хут аса ил­ме май пу­лĕ.

Тĕп ре­дак­тор çу­мĕ Вик­то­рия Вы­шинс­кая çу­ла тух­сан чăр­сăр­лă­хĕ­пе чĕ­ре­не ура тĕп­не хă­ва­ла­са ярать. Пĕр­ре çап­ла вĕ­сем тĕп редакторпа Али­на Сусметовă­па ĕç­лĕ тĕл пу­лу­па То­лик­кас­си çы­вă­хĕн­чи 6-­мĕш юса­ну ко­ло­ни­йĕн­че пул­нă. Çĕ­вĕ це­хĕ­пе, ыт­ти объект­па пал­лаш­нă хыç­çăн сто­ло­вăй­пе ирт­се пы­нă чух Вик­то­рия Ана­тольев­на ху­ра тум­лă «­кил ху­çи­сен» хуш­шин­че çу­хал­са юл­нă. Унч­чен те пул­ман – ча­шăк-­ти­рĕк кĕм­сĕр­тет­нĕ са­сă ил­тĕн­нĕ, ун­тан кă­ра ар­çын­сем ты­тăç­ма пи­кен­нĕ… Жур­на­лист­сен çум­не çи­рĕп­лет­нĕ ху­рал чăм шы­ва ÿк­се Вы­шинс­кая­на шы­ра­нă ху­шă­ра хай­хис­кер ко­ло­ни­ре ним пул­ман пе­кех дик­то­фон­па ин­тервью ил­се çÿ­ре­нĕ. Шăв-­ша­ва илт­се хăех каял­ла пер­се çит­нĕ. «Эх, тытăçакансене фото ÿкерме ĕл­кĕ­рей­ме­рĕм пу­лас», – те­нĕ ва­ра хай­хи.

Çак про­фес­сие суй­ла­нă çын­се­не чăн­ни­пех те ăн­нă те­мел­ле: пĕр вă­хăт­рах тух­тăр­сем те вĕ­сем, по­ли­тик­сем те, эко­но­мист­сем те… – пĕ­тĕм от­расль­ти пĕ­лĕве ал­ла ил­мел­ле. Ре­дак­цин пай ре­дак­то­рĕ Еле­на Да­дю­ко­ва акă выр­ма пуç­лан­нă-­пуç­лан­ман хăй­не ком­бай­нер­та тĕ­рĕс­ле­се пăх­ма тĕв ту­нă. Ле­нин ячĕл­лĕ ху­çа­лăха çĕ­нĕ йыш­ши ком­байн­сем пир­ки ре­пор­таж ха­тĕр­ле­нĕ чухне лек­ци ит­ле­се хал­тан кай­нă хай­хи – ти­нĕс ка­ра­пĕ­сем çи­не хăй хă­пар­са лар­нă. Çĕр хут ил­тич­чен пĕр хут кур те­ни­не ас­ра тыт­са бри­га­дир сис­се юлич­чен çÿ­лех хă­пар­са кай­нă. «Ш­тур­вал ум­не лар­са кур­ман пул­сан çĕ­нĕ йыш­ши ком­байн­сен­че элект­рон­лă хо­ло­диль­ник-­кон­ди­цио­нер­тан пуç­ла­са çул кă­тар­та­кан на­ви­га­тор­сем та­ра­нах пур­ри­не ĕнен­мен те пу­лăт­тăм», – тет вăл халь хĕ­пĕр­те­се.

Те­пĕр пай ре­дак­то­рĕ Лю­бовь Се­ме­но­ва ва­ра пĕр ху­са­ха ав­лан­тар­нă. Çап­ла, çап­ла… ав­лан­тар­нă. Вăл ха­çат­ра ĕç­ле­ни­не пĕл­сен пĕ­лĕш ар­çын­ни ăна хал­тан янă: «А­рăм туп­са пар та, туп­са пар…» Лю­бовь Се­ме­но­ва чăн­ни­пех те ăна пу­лăш­ма тĕв ту­нă: ха­çат­ра пĕл­те­рÿ па­нă. Ну­май та вă­хăт ирт­мен – ре­дак­цие «­пи­ке­сем» шăн­кă­рав­ла­ма пуç­ла­нă. Эх, са­вăн­нă ва­ра çав ху­сах… Вун-­вун кан­ди­дат­ран чи хит­ри­не, сă­пай­ли­не суй­ла­са ил­нĕ. Кăшт вă­хăт ирт­сен «­шă­пăрт» туй ту­ма шу­хăш­ла­нă. Кĕ­ре­ке­не пи­рĕн пай ре­дак­тор­не те чĕн­нĕ.

Ве­ра Шу­ми­ло­ва кор­рес­пон­дент ва­ра пĕр­ре­хин­че пĕр ял тă­рăх пуç­лă­хĕ­пе кăшт кă­на «­ты­тăç­са» кай­ман. Тин кă­на жур­на­лист­ра ĕç­ле­ме пуç­ла­нăс­керĕн ре­дак­ци за­да­ни­йĕ­пе кон­тей­нер­сен­чи çÿп-­çа­па çун­тар­ни пир­ки ма­те­риал ха­тĕр­ле­ме пĕр ял тă­рăх пуç­лă­хĕн­чен ком­мен­та­ри ил­мел­ле пул­нă. Ял тă­рăх пуç­лă­хĕ çак ый­тăва ну­май пул­масть ху­равлани­не пĕл­тер­нĕ. Кор­рес­пон­дент ва­ра хис­те­сех çĕ­нĕ­лĕх­сем пир­ки ыйт­нă. «Ма­нăн статья çыр­мал­ла, ин­фор­ма­ци кир­лĕ», – те­нĕ хай­хи. «Ман пĕ­тĕм ĕçе пă­рах­са си­рĕн ый­ту­па кă­на ĕç­ле­мел­ле-им!» – шарт! сик­тер­се те­ле­фон труб­ки­не пă­рах­нă пуç­лăх. Те­пĕр 1-2 кун­ран хай­хи ятар­ла­са ре­дак­цие пал­лаш­ма кил­нĕ. «Мана паллатăн-и?» – пул­нă пĕр­ре­мĕш ый­ту. Ăна-­кă­на ыйт­са пĕл­нĕ, кон­тей­нер­сем пир­ки ва­ра ик­кĕ­шĕ те сă­мах хус­кат­ман (с­татья­на ун пу­лă­шă­вĕ­сĕ­рех ха­тĕр­ле­нĕ). Ун­тан­па çав пуç­лăх­па урăх кăнт­там ка­лаç­ни пул­ман, тус­лаш­са та кай­нă теççĕ.

(Тăван Ен 28№, июлĕн 25-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости