Ултавçăсем ватăсене шыраççĕ

Вĕсенчен хÿтĕленмелли меслетсем пур!

Ку темăна хускатмалли çĕнĕрен те çĕнĕ сăлтавсем тупăнсах тăраççĕ. Нумаях пулмасть редакцие «Тăван Ен» хаçатăн тахçанхи вулаканĕ кĕрсе тăчĕ. Ят-шывне вăрттăнлăхра хăварма ыйтнăскер хăйĕн нушине пĕлтерчĕ.

Банк карточкинчен укçине вăрланă иккен, интернет уçлăхĕнчи ултавçăсем алла илсех пыракан меслетпе. «Карточка çинче мĕн чухлĕ укçа юлнине пĕлес шутпа банкăн интернетри онлайн-сервисĕпе усă курас терĕм. Яланах çапла тунă, – хĕрÿленсех пуçарчĕ калаçăва пике. – Миçе минут иртрĕ-ши – пĕлместĕп, карточкăран 1500 тенкĕ укçа илни пирки смс килчĕ». Малалли вара тĕлĕкри е юмахри пекех: алăри телефон экранĕ улшăнса кăна тăрать, ниçта пуссан та итлеттерейместĕн. Телефона вируссем ернине ăнланнă хĕр банкăн хăрушсăрлăх службипе çыхăнса карточкăна, унпа çыхăннă пур счета та чарса лартма ыйтнă. Анчах та ултавçăсем çак хушăра карточка çинчи 1500 тенке сăптăрса кайма ĕлкĕрнĕ. Малаллахи калаçуран пирĕн вулакан «мобильный перевод» пулăшупа усă куркаланине ăнлантăмăр. Мĕнле операцисем тунине пĕлмешкĕн Перекет банкне çыру çырни тата ытти пуçару та нимĕнле усă та кÿмен. Шалти ĕçсен органне заявлени çырсан та ултавçăсене тупас шанăç пысăках мар.

Шалти ĕçсен районти пайĕн кулленхи сводкинче банк карточкисенчен укçа çухалнă тĕслĕхсем, шел те, пĕрер çеç мар. Сăмахран, Атăлъялта пурăнакан пĕр кинемей патне шăнкăравласа «социаллă ĕçчен» пек калаçнă ултавçă 15 пин тенкĕ куçарса пама ÿкĕте кĕртнĕ. Шăнкасри тепĕр çын вара çухатнă карточкăна çийĕнчех «шăнтса лартманнипе» шар курнă. Пластик документа тупнă вăрăсем пин-код пĕлмесĕрех интернет-лавккаран 15 пин тенкĕлĕх тавар туяннă.

Кунашкал вăрăсене алăран ярса тытма май пур-и? Тĕнчери информаци анлăшĕнче паянхи технологисемпе усă курса тăвакан преступленисен хуçисене тупассине йĕрке хуралçисем те шантараймаççĕ. «Ют çынсене шанма, вĕсем мĕн хушнине йăлт тума юраманни пирки мĕн чухлĕ ăнлантармастпăр-тăр – анчах та çынсем çав-çавах вĕсемпе сăмах хушма хăрамаççĕ-ха. Вăрăсене вара çакă кăна кирлĕ: сăмах май вăрттăн информацие (смс-па килнĕ пароль е карта номерĕ т. ыт. те) ыйтса пĕлесси вĕсемшĕн нимех те мар. Уйрăмах 66-76 çулсенчи ватăсем ултавçăсен серепине тăтăшах çакланаççĕ», – палăртать РФ ШĔМĕн районти уйрăмĕн полици пуçлăхĕн çумĕ Андрей Рябов.

Çак йăнăшсем ыттисене мĕне те пулсан вĕрентĕç-ши? Шупашкарта пурăнакан арçын кредит илесси пирки пĕр социаллă сетьре хыпар вырнаçтарнă, кăшт вăхăт иртсен пĕр хĕр шăнкăравласа палăртнă суммăлăх кредит илме заявкăна ырланине пĕлтернĕ, çакăншăн вара 900 тенкĕ ытла тÿлемелле-мĕн, арçын ним шухăшласа тăмасăрах ыйтнă укçана палăртнă счет çине куçарнă. Кредит илмешкĕн тата страховани суммине тÿлемелле имĕш – пĕлтернĕ каярах шăнкăравланă банк сотрудникĕ. Укçа кирлĕ çын иккĕленмен те – паллă мар счет çине 7 пин тенке яхăн куçарса панă. Хăйне улталанине кая юлса ăнланнă. Арçын патне шăнкăравланă «чĕмсĕр» телефон номерĕсем, шалти ĕçсен органĕн информацийĕ тăрăх, Пушкăрт Республикинче тата Новосибирск облаçĕнче регистрациленнĕ.

Ансат правилăсем

 банк карточкин реквизичĕсене никама та ан пĕлтерĕр;

 пин-кода карточка çине çырса ан хурăр, ăна ăсра тытсан лайăхрах;

 карточка çинчен укçа илес тесен çывăхра видеокамера е хурал вырнаçнă банкоматсене суйласа илĕр;

 банкоматран укçа илнĕ чухне тимлĕн сăнăр: çумра палламан çынсем тăмаççĕ-и, клавиатура урăхларах мар-и, экран патне хушма устройство вырнаçтарман-и? Енчен те çак кăлтăксене асăрхасан вăл банкоматпа усă ан курăр;

 укçа илнĕ чека банкомат çывăхне ан пăрахăр, унпа ултавçăсем карта номерне тупма пултараççĕ;

 банк ĕçченĕсем тесе шăнкăравласа карточкăн пин-кодне пĕлтерме ыйтсан ан ĕненĕр;

 интернетпа çыхăнтарнă кĕсъе телефонне, компьютера антивирус программипе тивĕçтерĕр;

 СМСпа, ММСпа килнĕ ссылкăсемпе малалла ан кĕрĕр, вĕсене сирĕн пĕлĕшĕрсен ячĕпе ултавçăсем те ярса пама пултараççĕ;

 тавар туянас тесен электрон енчĕксене укçа куçарма ан васкăр, чылай чухне ултавçăсем çак схемăпа усă кураççĕ, хăйсене сутуçă тесе пĕлтереççĕ.

Сăмах май

Иртнĕ çул Шупашкар районĕнче банк карточкисенчен укçа вăрланă 45 тĕслĕхе регистрациленĕ, ку вăл 2015 çулхипе танлаштарсан – 114,3%.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости