Ултă ялта чăтăмсăррăн кĕтеççĕ ăна

Çулсене тытса тăма тата юсама кăçал 54 млн тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрĕç. Çул-йĕр разметкине муниципаллă çулсен 100 км тăршшĕнче тата çуран каçмалли 30 вырăнта паллă тунă. Райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров ертсе пынипе тунтикунсерен иртекен планеркăра çакăн пирки администрацин хула тăвас ĕç тата архитектура пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Александр Фадеев пĕлтерчĕ.

Шупашкар районĕнче автоçулсен регионри сечĕсем çинче шăтăк-путăксен юсавне пĕтĕмпе 10385 тăваткал метр çинче пурнăçланă, вырăнти пĕлтерĕшлисем çинче – 3000 ытла тăваткал метр çинче. Çавăн пекех çул çинчи 30 палла çирĕплетнĕ е улăштарнă.

Кăçал районта çурт-йĕр çывăхĕнчи 9 территорипе унта пырса кĕмелли 3 çула юсамалла. Çак ĕçсене пурнăçлама Тутаркасси, Вăрман-Çĕктер, Çырмапуç, Çĕньял, Çĕньял-Покровски, Кÿкеç ял тăрăхĕсене çуршар миллион тенкĕ уйăраççĕ, Лапсарпа Кăшавăш ял тăрăхĕсене – 400 пин тенкĕ, Шĕнерпуç ял тăрăхне – 306 пин тенкĕ ытла. Юсамалли лаптăксем пурĕ 5668,5 тăваткал метр йышăнаççĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ патне илсе пыракан çулăн 1012 тăваткал метрĕ çинче те çак ĕçсенех ирттермелле. Çичĕ ял тăрăхĕнче ку ĕçсене пурнăçланă та ĕнтĕ, иккĕшĕнче вĕсене июнĕн 30-мĕшĕччен пĕтермелле.

Кунсăр пуçне районта 6 ялта çул сарас ĕçсене хатĕрленмелли хĕрÿ тапхăр пырать. Çĕньял ял тăрăхĕнчи Оппукассинчи «Шоссейная» урамри 480 метр тăршшĕ çула сарма 473 пин тенкĕ укçа уйăраççĕ, Кÿкеçри «Солнечная» урамри 700 метр тăршшĕ çул валли – 690 пин тенкĕрен кăшт ытларах. Станьялĕнчи «Песочная» тата «Мир» урамсенче пĕтĕмпе километр ытла тăршшĕнче строительство ĕçĕсем ирттермелле. Çак тĕллевпе 1 млн тенкĕ ытла тăкаклама палăртаççĕ. Апла пулин те чи пысăк калăпăшлă ĕçсем Чăрăшкасссинче кĕтеççĕ. Кунта «Куйбышев» (1,1 км тăршшĕ), «Вознесенская» (400 метр), «Луговая» (600 метр) урамсенче пĕтĕмпе 2 млн ытла тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттермелле. Асăннă çулсем пурте вак чуллă (щебень) сийлĕ пулĕç.

Александр Григорьевич каланă тăрăх, виçĕ çула юсама проект документацийĕсене патшалăх экспертизи ырласа йышăннă, виççĕшне туса пĕтерме ярса панă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости