Улшăнусем кĕртрĕç

Иртнĕ эрнере Шупашкар районĕн Депутатсен пухăвĕн черетсĕр тăваттăмĕш пухăвĕ иртрĕ. Унта райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров та хутшăнчĕ. Кун йĕркинчи виçĕ ыйтăва пăхса тухрĕç: «2015 çулти, планри 2016 тата 2017 çулсенчи Шупашкар район бюджечĕ çинчен» депутатсен пĕлтĕрхи декабрĕн 4-мĕшĕнчи йышăнăвне улшăнусем кĕртесси; Шупашкар районĕн суйлав комиссине кандидатура сĕнесси; «Туслăх» халăх ансамблĕ йышĕнчи Владимир Журавлева ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе наградăлама тăратасси.

Улшăнусене шута илсе район бюджечĕн 2015 çулхи тупăш пайĕ 1037,4 млн тенкĕпе, расхут пайĕ 1060,7 млн тенкĕпе, дефицит 23,3 млн тенкĕпе танлашать. Районăн суйлав комиссине райадминистраци пуçлăхĕн çумне Зоя Масловăна кĕртĕç, уншăн халăхăн шаннă çыннисем пĕр саслăн пулчĕç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости