Ун​та пĕр​ре​мĕш Пре​зи​дент вĕ​рен​нĕ

Ок​тяб​рĕн 4-​мĕ​шĕн​че То​лик Ху​рас​ки шку​лĕ ĕç­ле​ме пуç­ла​ни 80 çул çит​рĕ. Пы​сăк уя​ва пал​лă ту​ма шкул​та тĕр​лĕ çул​та ăс пух​ни​сем, 50 çул каял​ла вĕ​рен​ни​сем, кун​та ĕçле​нĕ вĕ​рен​те​кен​сем йыш​лăн пуçта​рăн​чĕç.

Çак шкул ха​лĕ те ра​йон​ти ла​йăх шкул​сен​чен пĕ​ри шут​лан​са тă​рать. Ун​та çы​вăх​ри ял​сен​чен кă​на мар, ву​нă çух​рăм аяк​ран та кил​нĕ, тĕс​лĕх​рен, Шă​мăш ен​чи Пит​ту​кас​син​чен, Янаш​кас​син​чен, Тип​çыр​ма​ран, Шă​мăш​ран, Арк​кас​син​чен. Ача​сем 50 çул каял​ла вă​там пĕ​лÿ илес те​се 16-18 çух​рăм çу​ран ут​нă, хĕл​ле – йĕл​тĕр​пе. Çил-​тă​ман-и, çу​мăр-и – пăх​са тă​ман.

Ш​кул йы​вăçранч​чĕ, спорт пло​щад​кин​че пĕр​тен-​пĕр тур​ник пул​ни​не аса илеç­çĕ çур ĕмĕр каял​ла вĕ​рен​ни​сем. Ха​лĕ çĕ​нĕ шкул, газ​па ăшă​таççĕ, кла​сĕ​сем пы​сăк та çу​тă, пло​щад​кă​ра халь​хи вă​хăт​ри спорт инвен​та​рĕ​сем... Аяк​ран ача​се​не шкул ав​то​бу​сĕ​сем турт​та​раççĕ, вĕ​ри апат çи​те​реççĕ, кĕс​кен ка​ла​сан, вĕ​рен​меш​кĕн пĕ​тĕм ус​ло​ви пур.

11 се​хет​ре шкул​та уяв пуç­лан​чĕ. Ун​та ра​йад​ми​нист​ра​ци пуç­лă​хĕ Г.И. Его​ров хут​шăн​чĕ, тĕр​лĕ çул​та шкул​тан вĕ​рен​се тух​нă пал​лă çын​сем пу​хăн​чĕç. Сă​мах май, кун​та Чă​ваш Рес​пуб​ли​кин пĕр​ре​мĕш Пре​зи​ден​чĕ Н.В. Фе​до​ров (​вăл шку​ла са​лам çы​рă​вĕ янă), ме​ди​ци​на нау​ки​сен док​то​рĕ В.С. Се​ме​нов, ме​ди​ци​на нау​ки​сен кан​ди​да​чĕ В.П. Пав​лов, био​ло​ги нау​ки​сен кан​ди​да​чĕ Л.К. Конс​тан​ти​нов вĕ​рен​нĕ. Уя​ва шкул ди​рек​то​рĕ С.Г. Кол​па​ко​ва уçрĕ, пур​не те са​лам​ла​са шкул та​та унăн ата​ла​нă​вĕ, ди​рек​то​рĕ​сем çин​чен ка​ла​са па​чĕ. Ра​йад​ми​нист​ра​ци пуç­лă​хĕ То​лик Ху​рас​ки шку​лĕ ра​йон​та ла​йăх​хи​сен шу​тĕн​че пул​ни​не, ăна çĕ​нĕ ав​то​бус​па ти​вĕçте​рес​си çин​чен пĕл​тер​чĕ. Кун​тан вĕ​рен​се тух​ни​сем те ăшă сă​мах​сем ка​ла​рĕç. Пу​хăн​ни​сем шкул​па пал​лаш​рĕç, ха​лĕ кун​та икĕ му​зей ĕç­лет, пĕ​ри шкул пур​нăçне сăн​ла​кан – ис​то​ри, теп​ри краеве​де​ни му​зе​йĕ. Шкул ис​то​ри​не кă​тарт​са па​ра​кан му​зее йĕр​ке​ле​ке​нĕ – Ме​реш​пу​çĕн​че пу​рă​на​кан Ю. К. Ки​рил​лов, çак шкул​тан вĕ​рен​се тух​нă 84 çул​ти тав​ра​пĕ​лÿ​çĕ. «Ма​те​риал​сем пу​хас​си​пе 4 çул ĕç­ле​рĕм, шкул 80 çул тул​тар​нă çĕ​ре ĕмĕ​те пур​нăçла​рăм», – те​рĕ Ю.К. Ки​рил​лов.

Ш​кул​та ка​лаç­мал​ли, аса ил​мел​ли ну​май пул​чĕ. Уя​ва ача​сен кон​цер​чĕ илем​лет​рĕ. Кай​ран пур​те çав​ра сĕ​тел хуш​шин​че са​вăн​чĕç.

К​СЕ​НИЯ МИ​ХАЙ​ЛО​ВА, АРК​КАС​СИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости