Урхамахсем – чи çывăх туссем

Ачасем çуллахи каникула усăллă ирттереççĕ

«Отклик» лашасен клубĕнчи чупу Юртукассинче пурăнакан, лашасем усракан Василий Забродиншăн, лашасене пăхма пулăшакан хĕрачасемшĕн курăмлă иртрĕ.

Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнакан 3 хĕрача кашни çуллахи каникула, канмалли кунсене аслашшĕ-асламăшĕ патне – Юртукассине тата çывăхри ялсене васкаççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Кунта вĕсене çывăх тусĕсем – Пике, Лиза, Тиара ятлă 2 çулхи тихасем кĕтеççĕ. Сăн ÿкерчĕкри Снежана Целищевăшăн, Мария Протоповичшăн, Виктория Егоровăшăн вĕсем чăннипех те çывăх, хĕрачасем пушă вăхăта вĕсемпе ирттерме тăрăшаççĕ.

Янаварсем те «хуçисенчен» пĕр утăм та уйрăласшăн мар. «Ку, акă – Пике, ку Лиза ятлă. Вăл кăмăлĕпе чи йăвашши. Тиара вара кăшт куштанрах», – янаварсемпе паллаштарчĕç хĕрачасем. Вĕсем 8-9 çулта чухнех лашасемпе туслашма ĕлкĕрнĕ иккен, вĕсене кÿлсе утланма, юлан утпа çÿреме хăнăхса пынă. Утсем мĕн юратнине те пĕлеççĕ – хавхалантарма кĕсьере сахăр татăкĕ тупăнатех. Чупăва та янаварсене хатĕрлесе илсе килнĕ – урисене амантасран ятарлă татăкпа çыхса янă, пĕринне вара илемлетес тесе çилхисене çивĕтленĕ.

Чупура кăтартусемпе мухтанаймарĕç пулсан та, хĕрачасем ăмăртăва хутшăнса хăйсен вăй-хăватне тĕрĕслесе пăхрĕç. Вăхăт иртсен, тен, вĕсен ячĕсем лаша спортĕнче янăраса та кайĕç.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости