Урăх подрядчик пулĕ

«Ясна» этноэкологи комплексĕнче электроснабжени, газпа, шывпа тивĕçтерес тытăмсене хурас ĕçсене вĕçленĕ.

Анчах та Чăваш Ен Культура министерстви «Чăвашавтодор» ОАОпа транспорт инфраструктурин строительстви валли патшалăх контрактне татнă. Сăлтавĕ – подрядчик хăйĕн çине илнĕ тивĕçе пурнăçлайманни. Хальхи вăхăтра çĕнĕ аукцион иртесси пирки пĕлтернĕ. Çакăн çинчен Чăваш Ен премьер-министрĕ Иван Моторин ертсе пынипе «Этническая Чувашия» туризмпа рекреаци кластерне тăвасси» инвестици проектне пурнăçа кĕртес ыйтусемпе иртнĕ канашлура каланă.

ЧР культура министерствин туризм секторĕн заведующийĕ Сергей Иванов унчченхи подрядчик хальлĕхе çĕрĕн тăпраллă сийне хырса илсе ăна пусарма кăна ĕлкĕрнине пĕлтерчĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости