Ут-çулăмпа кĕрешме çăраççи çĕмĕрме тивет

Юнкун, çур çĕр иртсе пĕр сехет тĕлнелле 41-мĕш пушарпа çăлав службине Шĕнерпуç ял тăрăхĕнчи Хыркассинчи Çамрăксен урамĕнче хуралтă çунни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ.

Кил хуçисем килтех пулнă. Инкеке чи малтан ялти çынсем сиснĕ. Раççей МЧСĕн Надзор ĕçĕ-хĕлĕпе профилактика уйрăмĕн пуçлăхĕ Денис Портнов пĕлтернĕ тăрăх, вут-çулăм икĕ хуралтăпа теплицăна тĕп тунă. Пушарнăйсем ăна çурт патне пыма паман. «Хĕрлĕ автанпа» кĕрешме икĕ единица техникăпа çичĕ çынна явăçтарма тивнĕ. Вут-çулăма ятарласа тивертнĕ. Çакна МЧСăн инкек вырăнĕнче ĕçленĕ тĕрĕслевлĕ пушар лабораторийĕн специалисчĕсем çирĕплетнĕ.

Ведомство информацийĕпе, ку вăл – çулталăк пуçланнăранпа вут-çулăм шар кăтартнă 14-мĕш тĕслĕх.

Тунтикун вара çакăн пек инкек çырмапуçсен сехрине хăпартнăччĕ. Кăнтăр урамĕнче кирпĕч çурт çунма пуçлани пирки пушар хуралĕн службине кÿршисем шăнкăравласа пĕлтернĕ. Кил хуçисем ĕçре пулнă. Надзор ĕçĕ-хĕлĕпе профилактика уйрăмĕнче инкек сăлтавне электропровод юсавсăрлăхĕпе çыхăнтараççĕ. «Çак версие пушар çенĕке, çурт виттине, маччине вăйлах сиен кÿнипе ăнлантарма пулать. Пушарнăйсен мачча тăррине хăпарнă çĕрти çăраççие аркатма тивнĕ – вут-çулăмпа кĕрешме урăхла май тупайман», – пĕлтерчĕ уйрăмăн аслă инспекторĕ Олег Порфирьев. Вăл каланă тăрăх, çурт шалтан сиенленмен.

Татьяна Майорова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости