Уява ĕçре кĕтсе илеççĕ

Ялсенче ĕнесене укол тунă куна ветеринарсен кунĕ теме йышăннă. Августăн 21-мĕшĕнче, ирхи 6 сехет çурăра, Атăлъялти кил хуçисем те хăйсен ĕнисене кăкаркăçлă юпа патне çавăтса пычĕç. Выльăх кăмăлĕ расна, пĕрисем тăп тăраççĕ пулсан, теприсем юпа тавра çаврăнаççĕ кăна. Анчах та ветеринаршăн çакă кĕтменлĕх мар.

Хыркасси ветстанцийĕн ветврачĕ Алена Ивановăпа унăн пулăшуçи Зоя Мазярова ĕнесене уртаракан чиртен вакцинаци турĕç. Ăна çулталăкра пĕрре тăваççĕ. Кашни ĕне пуçне 5 мл тÿлевсĕр вакцина лекрĕ. Шупашкаркассинчи Зоя Мазярова тивĕçлĕ канура пулсан та хăйĕн юратнă ĕçне пăрахмасть. Вăл 1976 çулта Чĕмпĕрти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнăранпа малтанах вырăнти хуçалăхра, унтан Хыркассинчи ветстанцире ветеринарта ĕçлерĕ. «Паянхи куна Атăлъялпа Хорнсорти 60 ĕнене вакцинаци тăватпăр. Вĕсен шутĕнче 12 ĕне Алексей Андреев фермер хуçалăхĕнче. «Средняя Волга» ОАО ра – 200 пуç. Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи 16 ялта пĕтĕмпе 415 ĕнене те çитет. Çапах та 3 çул хушшинче вĕсен шучĕ палăрмаллах чакрĕ. Пĕтĕмĕшле ĕнесемпе пăрусен шучĕ çак тăрăхра 800 пуç ытла пулма пултарать», – терĕ Зоя Мазярова.

Алена Иванова 1992 çулта Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтернĕренпех ветеринарта тăрăшать. 2010 çулта Чăваш ял хуçалăх академийĕн дипломне илнĕ хыççăн – Хыркассинчи ветстанцире ĕçлет. Атăлъялсăр пуçне унăн тата пилĕк яла çитмелле. Çак кунсенчех Салапайкассипе Варпуç, тепĕр кун Крикакассипе Шарпаш ялĕсен ĕнисене вакцинацилеççĕ. «Вара çĕнĕрен юн илме пуçлатпăр», – терĕç ветеринарсем хăйсен яваплă тивĕçĕ пирки. Вĕсем те хăйсен професси уявне пур тухтăр пекех, ĕçре кĕтсе илчĕç.

Сăмах май

2011 çулхи августăн 31-мĕшĕнчен пуçласа православи чиркĕвĕ пил панипе Раççейре Ветеринарсен кунне паллă тăваççĕ. Раççей наукисен ял хуçалăх академийĕн пуçарулăх ушкăнĕ уяв пирки Мускав тата Раççей Патриархĕ Кирилл патне тавăç тăратнă. Унта ученăйсем çветтуй Флорăпа Лаврăна асăнмалли кун, çĕнĕ стильпе августăн 31-мĕшĕнче, ветеринарсен кунĕнче чиркÿ уявне ирттерме сĕнÿ панă. Руçре Флорăпа Лаврăна килти выльăх, уйрăмах лашасен хÿтĕлевçисем тесе сума сăваççĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости