Уявсем умĕн сыхăлăх пирки

Йĕркене пăснине тата наркотике хирĕç кĕрешекен икĕ комиссин ларăвĕсем иртрĕç ку эрнере райадминистраци залĕнче. Вĕсене райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев ертсе пычĕ, район прокурорĕн çумĕ Рафил Ахмадуллин хутшăнчĕ.

«Районта ÿсĕрсем тата ĕçсĕррисем тунă преступленисен шучĕ ÿснĕ, – лару-тăрупа паллаштарма пуçларĕ РФ ШĔМĕн районти уйрăмĕн участковăйсемпе тата çул çитменнисемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Васильев. – Урă мар çынсем тунă преступлени шучĕ 30,8%, малтан та айăпланнисем 26,5%, ĕçсĕррисем тунисем 6,8% ÿснĕ. Çул çитмен çамрăксем тунă преступлени шучĕ вара 23,1% сахалрах». Кÿкеç, Тутаркасси, Ишлей, Апаш, Вăрман-Çĕктер, Çĕньял, Шĕнерпуç ял тăрăхĕсем кăçал криминаллă лару-тăрупа палăрнă. Шемшер, Атайкасси, Чăрăшкасси, Янăш, Çĕньял-Покровски, Çырмапуç ял тăрăхĕсем вара ку енĕпе лайăххисен шутне кĕнĕ.

Йĕплĕ пралук леш енчен тухнисемпе те лару-тăру çăмăлах тееймĕн, мĕншĕн тесен ирĕке лекнĕ хыççăн мĕнле майпа хырăма тăрантармаллине пĕлмеççĕ – ĕç тупма йывăр, çурри ытла кăна ĕçе вырнаçаять иккен. Паянхи кун тĕлне 104 çын ирĕке тухнă, пурне те учета илнĕ. Çавăнпа чи пĕлтерĕшли – вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшасси, ĕç паракансемпе калаçасси – лару-тăрупа паллашнă хыççăн пĕтĕмлетрĕ Владимир Димитриев. «Ĕçлени – чи лайăх профилактика», – палăртса хăварчĕ вăл.

Обществăри тăнăçлăха тытса тăрассинче йĕрке хуралçисене «Звезда» халăх дружинин членĕсем те пулăшаççĕ. Вăл ĕçлеме пуçланăранпа икĕ çул çитет. Унăн йышне кĕнĕ 10 çын районти пысăк мероприятисене хутшăнаççĕ. Шалти ĕçсен районти пайĕн общество вырăнĕсенче йĕрке тытса тăрассипе ĕçлекен полици пуçлăхĕн çумĕ Андрей Рябов каланă тăрăх, дружинниксем йĕркене пăснă 410 тĕслĕхе тата 7 преступление уçса пама хутшăннă. Хăйсен ĕçне графикпе килĕшÿллĕн туса пыраççĕ, анчах та йыш çителĕксĕр, 8 вырăн вакантлă шутланать. Кÿкеç, Шĕнерпуç, Вăрман-Çĕктер, Çĕньял ял тăрăхĕсенче кăна пур. Çавăнпа та ыйту тухса тăрать – дружинниксен йышне пысăклатасси. «Кашни ял тăрăхĕнчех пулмалла», – пуçлăхсене хушу панă евĕр палăртрĕ райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев.

Халăх дружинникĕсем полицейскисен, ял тăрăх пуçлăхĕсен – сылтăм аллисем. Сăмахран, вĕсем Çĕнĕ Çул тата Раштав уявĕсене ирттернĕ чухне йĕркелĕхе тытса тăма пулăшаççĕ. Шăпах уявсен вăхăтĕнчи хăрушсăрлăх пирки калаçăва малалла тăсрĕ Андрей Рябов. Асăннă праçниксем районта пĕр уйăха яхăн тăсăлаççĕ – декабрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 14-мĕшĕччен. 19 клуб учрежденийĕнче пурĕ 60 мероприяти иртмелле, 20-че уявсем каçхине тата çĕрле пулаççĕ-мĕн. Сăмахран, Ишлейре темиçе каç ирхи 4 сехетченех дискотека тăвасси пирки пĕлтернĕ. «Çакăн чухлех йĕркелеме кирлех-ши?» – ыйту лартрĕ Андрей Рябов. Çавăнтах муниципалитет культура учрежденийĕсенчи ташă каçĕсене тупăш илмелли меслете çавăрмалла маррине палăртрĕç. Ку енĕпе ял тăрăх пуçлăхĕсемпе калаçу ирттермелле – хăш-пĕр çĕрте ташă каçĕсен шутне тата вăхăтне чакармалла, эрех-сăра ăçта сутассине контрольлемелле.

Районти Çĕнĕ Çул мероприятийĕсене полицейскисем сăнаса-пăхса тăрĕç, хальхинче полицейскисен экипажĕ чылай ял тăрăхне çитсе çаврăнĕ, вăтамран 22 сотрудник йĕрке хуралĕнче пулĕ.

Наркотике хирĕç кĕрешекен комисси ларăвĕнче район больницин наркологĕ Елена Петрова наркологи кабинечĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Комиссин председателĕн çумĕ Зоя Маслова наркотиксен законла мар çаврăнăшне хирĕç çулталăк тăршшĕнче йĕркеленĕ мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ, «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер» акци пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Унăн информацийĕ тăрăх, пуçару вăхăтĕнче общественнăçран наркотиксем пирки нимĕнле хыпар та пулман.

Кăçал Шупашкар районĕнче наркотиксен законла мар çаврăнăшĕпе çыхăннă 13 преступление шута илнĕ, вĕсене уçса параслăх 85,7% танлашать.

ЛЮБОВЬ МАН

Сăмах май

Районта йĕркелĕхе сăнаса тăма общество вырăнĕсенчи 29 камера пулăшать: Кÿкеçре, Çĕктерте, Çĕнĕ Тренккассинче, Çĕнĕ Тутаркассинче, Ишлейре.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости