Уяв умĕн – черетлĕ теплица

Район территорийĕнче вырнаçнă «Ольдеевская» агрофирма теплицăсенче пахча çимĕç туса илессипе çĕршывĕпех палăрса тăрать. Ĕнерхи кун унта вăй хуракансемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмпа асра юлчĕ – хальхи йышши черетлĕ теплица хута кайрĕ. Мероприятие ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев хутшăнчĕç.

2010 çултан тытăнса агрофирмăра кивĕ теплицăсене сÿтсе çĕннисене хăпартас енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. 6 çулта 16 га лаптăк çĕр çинче çĕнĕ теплицăсем ÿссе ларчĕç. Хăтлă, çĕнĕ технологиллĕ теплицăсем тăваткал метртан 54-58 кг пахча çимĕç илме май параççĕ. Вĕсем киввисенчен пахарах, икĕ хут çÿллĕрех. Паха енĕсемпахча çимĕçе шăварассине, сывлăш нÿрĕлĕхне пĕр шайра тытса тăрассине компьютеризациленĕ. Экологи енчен таса тата пахалăхлă пахча çимĕç туса илни агрофирмăна тĕнче шайне тухма çул уçрĕ.

Агрофирмăн генеральнăй директорне Андрей Беликова тата тăрăшуллă коллектива пĕлтерĕшлĕ пулăмпа – Çĕнĕ çулччен 2 га çĕр лаптăкĕ çинче çĕнĕ теплица хута кайнă ятпасаламланă май Сергей Артамонов хăйĕн кăмăлшухăшне те палăртмасăр хăвармарĕ. «Кунта килмессерен çĕкленÿллĕ кăмăлпа пуянланатăн. Эсир хăвăр кăтартăвăрсемпе «ял хуçалăхĕ – тĕпсĕр шăтăк» текен шухăш тĕрĕс маррине тепĕр хут çирĕплететĕр. Тырпул пухса илессипегектартан 28 ц, сĕт суса илессипе – çулталăкра пĕр ĕнерен 7839 кг, пахча çимĕç туса илессипе республикăра чи малтисен ретĕнче пыратăр», – терĕ вăл. Министр агрофирма ĕçченĕсене тăрăшулăхшăн, Раççейри, республикăри ял хуçалăх отраслĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕ.

«Предприятире – черетлĕ çĕнĕлĕх, эппин вăл пĕр вырăнта тăмасть, аталанать. Инвестици проекчĕсем пурнăçланни, бюджета налогсем кĕни, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленни, тивĕçлĕ ĕç укçи – пĕлтерĕшлĕ. Производство калăпăшне ÿстерсе пырса республика, район экономика аталанăвне курăмлă тÿпе хыватăр», – терĕ Владимир Димитриев предприяти ĕçне пысăк хак парса.

Хăнасем теплица тытăмĕпе паллашнă май предприятин малашнехи планĕсемпе те кăсăкланчĕç. Агрофирмăн директорсен канашĕн председателĕ Евгения Беликова тепĕр 3 га çĕр лаптăкĕ çинче черетлĕ теплица тума палăртнине пĕлтерчĕ.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости