Уя​ва ни​мĕн те ан пăс​тăр

Çă​мăлт​тай​лăх ха​кĕ пур​нăçпа та тан​лаш​ма пул​та​рать

Çĕ​нĕ çул та​та Раш​тав уя​вĕ​се​не ха​лал​ла​нă ме​роп​рия​ти​се​не ха​тĕр​лен​се ирт​те​рес ĕçсен хĕ​рÿ тап​хă​рĕн​че ха​лă​ха хă​руш​сăр​лăх​па та​та пу​лă​шу​па ти​вĕçте​ре​кен пур службăн та сы​хă тă​мал​ла, ки​рек хăш са​мант​ра вы​рă​на çит​ме ха​тĕр пул​мал​ла. Ра​йад​ми​нист​ра​ци пуçлă​хĕ влаç ор​га​нĕ​сен предс​та​ви​те​лĕ​сем​пе, фе​де​ра​ци ор​га​нĕ​сен тер​ри​то​ри уй​рă​мĕн ер​тÿ​çи​сем​пе тун​ти​кун​се​рен ирт​те​ре​кен пла​нер​кă​ра çа​кăн пир​ки сă​мах пы​чĕ.

Уяв умĕн ун​та та кун​та фе​йерверк​сен па​лат​ки​сем ку​рăн​ма ты​тăн​чĕç. Геор​гий Его​ров вĕ​се​не пур​не те çи​рĕп​лет​нĕ йĕр​ке​пе ки​лĕ​шÿл​лĕн выр​наçтар​ни ик​кĕ​лен​тер​ни​не па​лăрт​рĕ. Ра​йон​та пу​шар хă​руш​сăр​лă​хĕ​пе ти​вĕçте​рес​си​пе çы​хăн​нă ла​ру-​тă​ру​па пал​лаш​тар​нă 41-​мĕш пу​шар ча​çĕн пуçлă​хĕ Сер​гей Крас​нов вĕ​се​не над​зор ор​га​нĕ​сем тĕ​рĕс​ле​ни​не пĕл​тер​чĕ – йĕр​ке​не пăс​ни​не туп​са па​лăрт​ман. Пу​шар над​зор ĕçĕ-​хĕ​лĕн Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи уй​рă​мĕн инс​пек​то​рĕ​сем Иш​лей ял тă​рă​хĕн​че выр​наçнă пĕр​тен-​пĕр клуб​ра кă​на уяв йĕр​ке​ле​ме ирĕк па​ман. Вы​рăн​ти хăй ты​тăм​лăх ор​га​нĕн ер​тÿ​çи – ка​наш​лă​ва хут​шăн​нă Яков Ку​шев ка​ну çурт​не ха​лă​ха йы​шăн​ма де​каб​рĕн 31-​мĕ​шĕч​чен ха​тĕр​ле​се çи​тер​ме шан​тар​чĕ.

Пĕл​тĕр​хи уяв вă​хă​тĕн​чи ин​кек​сем пуш​шех асăр​ха​ну​лă​ха çу​хат​ма юра​ман​ни пир​ки те​пĕр хут аса ил​те​реççĕ. Пĕл​тĕр çак сăл​тав​па Çĕ​нĕ çул уя​вĕ​сен вă​хă​тĕн​че ра​йо​нăн тĕр​лĕ кĕ​те​сĕн​че ха​рă​сах темиçе пу​шар ал​хас​нă. Ра​йад​ми​нист​ра​цин ятар​лă прог​рам​мă​сен уй​рă​мĕн пуç­лă​хĕ Игорь Ря​бин пĕл​тер​нĕ тă​рăх çул​та​лăк пуçлан​нă​ран​па Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​че 73 пу​шар тух​нă. Ун​та 3 çын вил​нĕ, 4-ăн аман​нă. Пĕл​тĕр​хи çак тап​хăр​та 82 пу​шар​та 12 çын пур​нă​çĕ та​тăл​нă, 6-ăн шар кур​нă. 2011 çул​тан пуçла​са ра​йон​та пу​шар ал​хас​нă тĕс​лĕх​сем чак​сах пы​раççĕ. «Çа​кă – про​фи​лак​ти​ка тĕл​ле​вĕ​пе ял тă​рăх ер​тÿ​çи​сем​пе пĕр​ле çи​не тăр​са ĕçле​нин пĕ​тĕм​ле​тĕ​вĕ», – па​лăрт​рĕ Геор​гий Ива​но​вич.

Уяв​сен вă​хă​тĕн​че çын​се​не пу​шар хă​руш​лă​хĕн​чен сых​лас тĕл​лев​пе Шу​паш​кар ра​йон ад​ми​нист​ра​ци​йĕн 2014 çул​хи де​каб​рĕн 12-​мĕ​шĕн​чи йы​шă​нă​вĕ​пе кă​çал​хи де​каб​рĕн 31-​мĕ​шĕн​чен пуçла​са 2015 çул​хи ян​ва​рĕн 11-​мĕ​шĕч​чен ра​йон тер​ри​то​ри​йĕн​че пу​шар хă​руш​сăр​лă​хĕн уй​рăм йĕр​ки​не çи​рĕп​лет​нĕ. Ра​йон​ти ава​ри​пе çă​лав служ​би​сем пур​те çак ху​шă​ра пы​сăк ха​тĕр​лĕх ре​жи​мĕ çин​че пу​лĕç.

Вă​ра​ха тă​сă​ла​кан ка​ну ку​нĕ​се​не пăх​ма​сă​рах Геор​гий Ива​но​вич вĕ​рен​тÿ уч​реж​де​ни​йĕ​сем пат​не çит​мел​ли çу​ла юр​тан та​сат​са тă​мал​ли пир​ки асăр​хат​тар​чĕ. Ин​ке-​син​кек ту​хас пул​сан шыв ил​ме çыр​ма-​кÿ​лĕ пат​не çит​ме май çук. Пу​шар тех​ни​ки пут​са лар​ма та пул​та​рать.

Со​циал​лă объект​се​не пу​шар хă​руш​сăр​лă​хĕ тĕ​лĕ​шĕн​чен асăр​ха​са тă​рас тĕл​лев​пе пур​нăçла​нă ĕçсем çин​чен ра​йад​ми​нист​ра​цин вĕ​рен​тÿ уп​рав​ле​ни​йĕн пуçлă​хĕ Бо​рис Романов, тĕп боль​ни​ца тух​тă​рĕ В​ла​ди​мир Ду​бов, «Теп​лоэ​нер​го​се​ти» ООО ер​тÿ​çи Ни​ко​лай Ела​гин ка​ла​са па​чĕç.

Шал​ти ĕçсен ра​йон​ти па​йĕн пуçлă​хĕн çу​мĕ Анд​рей Ря​бов ме​роп​рия​ти​сен вă​хă​тĕн​че каш​ни объект​рах йĕр​ке​лĕх ху​ра​лĕн ĕçчен​не çи​рĕп​лет​ни​не пĕл​тер​чĕ. Çан​та​лăк си​вĕт​ни​не пу​ла урам​ра шăн​са вил​нĕ, ал-у​ри​не тăм ил​нĕ тĕс​лĕх​сем унч​чен​хи çул​сен​че пул​ман мар. Ал​ко​голь​лĕ шĕвек​се​не ви​çе​не пĕл​ме​сĕр ĕçсен нар​кă​мăш​ла​нас​си те ин​çе мар. Вă​лах инкек сăл​та​вĕ пул​са тă​ма пул​та​рать. Хĕ​ра​рăм​сен пуш​шех асăр​ха​нул​лă пул​мал​ла. Эрех ĕçнĕ хыççăн туй​ми çы​вăр​са пĕ​чĕк ачи​се​не хĕс​тер​се, сыв​лăш çул​не пÿл​нĕ тĕс​лĕх​сем рес​пуб​ли​кă​ра пул​ман мар.

ТАИСИЯ КРОТОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости