Фильм ÿкернĕ вырăнта

Июлĕн 12-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Вăрманкассинче Питрав уявне ирттерме пĕве çумĕнчи çÿллĕ лапама халăх йышлăн пухăнчĕ. Уява тĕплĕн хатĕрленни пĕрре пăхсах курăнчĕ.

Ватти-вĕтти саксем çине вырнаçрĕç, çамрăксем ура çинчех тимлерĕç. Инçех мар какай шÿрпипе пулă яшкин мăн хуранĕсем пăсланаççĕ. Пулла Олегпа Валерий Ермановсем хатĕрлерĕç, тĕтĕмлерĕç те. Какай шÿрпине Галина Ларионовăпа ăна пулăшакансем пĕçерчĕç. Уçланкăна 2 вăрăм сĕтел, пысăк лапас, палаткăсем вырнаçтарнă. «4 кунра туса пĕтертĕмĕр. Кунне 20 çын тухрĕ», – пĕлтерчĕ ял старости Владимир Шляхин. Уяв хапхинчен кĕрсенех мăн чул вырнаçтарнă. «Чула Хыркасси чиркĕвĕнчи Николай атте светит турĕ. Уçланкăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче «Халăх мунчи» вырнаçнă пулнă. Пĕр эрне хĕрарăмсем, тепринче арçынсем çăвăнса тасалнă. Çавăн пекех ялтан вăрçа каякан çамрăксене уçланкăра «çамрăк салтаксен курсне» вĕрентнĕ. Малашне мăн чул вырăнне, вăрçă хирĕнче тăван çĕршыва хÿтĕленĕ салтаксене асăнса палăк уçасшăн», – терĕ Олег Ерманов. Унтан инçех мар волейбол площадкипе палаткăсем вырнаçтарнă. Вĕсенчен пĕри – ĕлĕкхи çар палатки. «1968 çулта, çак тăрăхра «Одесса киностудийĕ» Николай Сизовăн романĕ тăрăх 5 сериллĕ «Наследники» ятлă илемлĕ фильм ÿкернĕ. Хыркасси салинчи Володя Хрисанов, 5 çулти ача, ялтан лаша çине утланса аннине те сăнланă фильмра. Массовкăра ял çыннисем те ÿкерĕннĕ. Çар палаткине Анисим Ерманов фильм ÿкерекенсенчен пĕр кутамкка пулăпа ылмаштарса илнĕ», – пĕлтерчĕ Олег Ерманов. Чăнах та, пысăк экрансем çине 1975 çулта тухнă фильмра химкомбинат тума килнĕ комсомолецсем çавăн пек палаткăсенче пурăннă, Атăлта шыва кĕнĕ. Халĕ историллĕ палаткăра артистсем тумланчĕç.

Ял çыннисем сцена валли çĕр çине пысăк кавирсем сарса хунă. Уява Шупашкаркассинчи библиотекăра тăрăшакан Ирина Ерманова ертсе пычĕ. «1795 çулта ялта 40 кил пулнă пулсан, халĕ 160 хуçалăха çитрĕ…» – терĕ вăл ял историйĕпе паллаштарнă май. Унтан Транквиллин Соминов çырнă «Пирĕн ял Вăрманкас» сăвва вуларĕ. Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Хорасев, Вăрманкасси ял тăрăхĕнче чи пысăкки пулнине палăртса, ял çыннисене тав хучĕсем парса чысларĕ. 58 çул пĕрле килĕштерсе пурăннă Михаилпа Зинаида Соминовсем – «Крепкая семья» номинацире, вĕсен кинĕ Раиса Соминова, 4 ача амăшĕ, «Многодетная молодая семья» номинацире палăрчĕç. Ялти хастар çынсем: Владимир Шляхин, Олег Ерманов, Ирина Ерманова, Геннадий Алексеев, Геннадий Васильев, Валерий Архипов, Анатолий Селедкин, Александр Селедкин, Анатолий Семенов та тав хучĕсене илчĕç.

Ăсчах, профессор Виталий Станъял: «Питрав – ĕлĕкрен чăвашсем ирттернĕ уяв. Питравра яланах кăтра така пусса чÿкленĕ. Çак вырăнта авал хурал вырăнĕ пулнă. Ĕлĕкхи никĕссене халĕ те куратпăр. Атăл хĕрринчи çÿллĕ вырăнсенче Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ чухне хурал тăратнă. Тăшман çывхарнине систерсе кăвайт чĕртнĕ. «Хурал сăрчĕ» ят памалла», – терĕ.

Уяври кавир çинче 3 пултарулăх ушкăнĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç: Çÿлтикассинчи Владимир Мартьянов ертсе пыракан «Паланпа» «Калинушка» ачасен ушкăнĕсем тата Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан «Шурăмпуç» коллектив. Уявра волейбол тата кире пуканĕ йăтассипе спорт вăййисем иртрĕç. Кире пуканне йăтакансенчен чи çамрăкки Вăрман-Çĕктер шкулĕн 4-мĕш класне каякан Артем Кириллов пулчĕ. Питрав уявĕнчи куракансемпе хăнасем ташă-юрăпа кăна мар, какай шÿрпипе пулă яшкипе те кăмăллă пулчĕç, çумăр та чăрмав пулмарĕ. Кăçал уяв сăваплă вырăнта, кавир сарнă сценăллă уçланкăра иртрĕ.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости