Фо­рум çам­рăк­се­не пу­хать 

Вăр­ман-Çĕк­тер ял тă­рă­хĕн­че, Атăл юхан­шы­вĕ хĕр­рин­чи «Ви­çĕ юман» за­лив сен­тяб­рĕн 3-­мĕ­шĕн­че çам­рăк­се­не фо­ру­ма пуçта­рĕ.

Ме­роп­рия­ти тĕл­ле­вĕ – çи­тĕ­не­кен ăрă­ва этем­лĕ­хĕн чи ла­йăх йă­ли­се­не уп­ра­са ата­лан­тар­ма, сы­вă пур­нăç йĕр­ки­пе тус­лаш­ма, пат­рио­тизм ту­йă­мĕ­пе хав­ха­лан­тар­ма, пур­нă­çăн хăй­сем­шĕн çы­вăх çул­не суй­ла­ма пу­лă­шас­си. Пул­та­рул­лă ли­дер­се­не те, çĕ­нĕ та­лант­се­не те шă­пах çа­кăн пек ме­роп­рия­ти­сем па­лăр­таççĕ.

Фо­рум çă­мăл ат­ле­ти­ка ăмăр­тă­вĕ­пе уçă­лать. Унăн прог­рам­мин­че –  ка­нат тур­тасси, во­лей­бол, фут­бол ăмăр­тă­вĕ­сем. Çам­рăк­сен пĕр­ле­шĕ­вĕ­сен предс­та­ви­те­лĕ­сем «­çав­ра сĕ­тел» хуш­шин­че тĕл пу­лĕç. Жю­ри чле­нĕ­сем ва­ра уй-­хир ус­ло­ви­йĕ­сен­че йă­ла йĕр­ке­ле­ме пул­тар­ни­не, ху­до­жест­во пул­та­ру­лăх­не хак па­рĕç. Са­вă­нăç­лă ме­роп­рия­ти та­шă ка­çĕ­пе та­та фе­йерверк­па вĕçле­нĕ.

Фо­ру­ма 18-35 çул­сен­чи çам­рăк­сен хут­шăн­ма май пур­ри­не па­лăрт­мал­ла. Фо­рум ша­йĕн­чи ме­роп­рия­ти йĕр­ке­лÿ­çи – ра­йад­ми­нист­ра­цин вĕ­рен­тÿ уп­рав­ле­ни­йĕ – ял тă­рă­хĕ­сен çам­рăк­сен ка­на­шĕн предс­та­ви­те­лĕ­сен, предп­рия­ти­сем­пе ор­га­ни­за­ци­сен­че  ĕç­ле­кен çам­рăк­сен тĕл пу­лă­вĕ ту­хăç­лă пу­лас­са ша­наççĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости