Футболла вылясан ватăлма вăхăт çук

Пирĕн Атăл тăрăхĕнчи округра 14 субъект: Пушкăрт, Мари Эл, Мордва, Тутарстан, Удмурт, Чăваш Республикисем, Киров, Чулхула, Оренбург, Пенза, Пермь, Самар, Сарă ту, Чĕмпĕр облаçĕсем. Вĕсенче пурĕ 30 миллиона яхăн çын пурăнать. Кашниех спортпа çывăх. Атăл кăна мар, вăл та пĕрлештерет округри халăха. Иртнĕ шăматкунпа эрнекун Шупашкарти «Олимп» стадионра 50 çултан аслăрах арçынсен хушшинче иртнĕ Атăлçи округĕн футбол чемпионачĕ çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Финалта пилĕк команда выляма тивĕç пулчĕ: «Спартак» (Йошкар-Ола), «Старт» (Пенза), «Антэк» (Саранск) тата Шупашкарти «Волгăпа» «Тус». Çивĕч кĕрешÿре Пенза команди виçĕ вăйă выляса илсе тата пĕр вăййа никам çĕнтерейменнипе вĕçлесе пĕрремĕш вырăнта пулчĕ. Командăшăн уйрăмах Геннадий Викуловпа Виктор Юдин çине тăрса тăрăшрĕç: хирĕç вылякансен хапхине мечĕке 4-шар хут тапса кĕртме пултарчĕç. Иккĕмĕш вырăна Шупашкарти «Волга» тивĕçрĕ. Кунта Михаил Богоратов хÿтĕлевçĕ, вăлах Чăваш Республикин Футбол федерацийĕн председателĕ, паха вăйăпа палăрчĕ.

Шупашкарти «Тус» команда «Волга» (0:0 шутпа), Йошкар-Ола (3:0), Саранск (1:0), Пенза (1:4) командисемпе вăййа вĕçлесе пурĕ 7 очкопа медальсене тивĕçрĕ. Олег Егоровпа (Ишлей) Александр Семенов икшер гол, Евгений Храмов пĕр гол тапса кĕртрĕç. «Тус» командăшăн виççĕмĕш вырăн питĕ пысăк çитĕнÿ пулчĕ. 30 миллион çын пурăнакан округра хаклă медальсене тивĕçни – спортсменсемшĕн питĕ пысăк хавхалану. Ăмăрту савăнăçлă тĕл пулусемпе, ырă йăласемпе палăрса юлчĕ. Тĕслĕхрен, тахçанах 60 çултан иртнĕ шурсухалсем те пÿске хыççăн самай хытă чупрĕç. Сăмах май, Владимир Николаевич Демин пуриншĕн те ку енĕпе тĕслĕх пулса тăрать. Иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулсенче, Саранскра институт пĕтерсен, ăна Шупашкара трактор заводне аталантарма яраççĕ. Кайрантарах вăл 5-мĕш Стройтрест управляющийĕнче чылай çул ĕçлет. Халĕ хăй çуралнă вырăна пурăнма таврăннă пулин те Шупашкара тупăшăва килме вăхăт тата май тупрĕ…

Николай Алексеев, Кÿкеç

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости