Ха­мăр мар тăк кам?

Хă­йĕн урам­не яка та сар­ла­ка çул­па пыр­са кĕ­рес­си пир­ки ял­та пу­рă­на­кан, аш­шĕ-а­мă­шĕ пат­не кан­мал­ли кун­сен­че кил­се çÿ­ре­кен каш­ни çын ĕмĕт­ле­нет-­тĕр. Ав­то­бус ча­рă­нăв­не кĕр­лĕ-­çур­лă та­рăн атă­па тух­нă, вă­хăт­сем, те­лее, хы­çа юл­чĕç.

Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­че ял­се­не, ял ура­мĕ­се­не хы­тă сий­лĕ çул­сем­пе вит­ме, çулсем сарма ук­çа-­тен­кĕ уйă­раç­çĕ. 2016 çу­лта ра­йон­та çак тĕл­лев­пе 67,5 млн тенкĕ пăх­са ху­нă. Çав вă­хăт­рах пат­ша­лăх пу­лă­шас­са кĕт­ме­сĕ­рех çын­сем хăй­сен вă­йĕ­пе çу­ла ти­кĕс­ле­се сар­нă ял­сем те пур. Атай­кас­си тăрăхĕ ку енĕ­пе ыт­ти­сем­шĕн тĕс­лĕх.

Çĕр метр ас­фальт çу­ла 100 пин тен­кĕ­пех са­рай­мăн. Ăна ва­ра бюд­же­та па­лăрт­нă чух­не çул­та­лăк ма­ла­ра­хах пăх­са ху­мал­ла. Ял­та пу­рă­на­кан­сен ый­тă­ва тат­са па­рас­са ăна хус­кат­нă­ран­па шă­пах çа­кăн чух­лĕ кĕт­ме тивет. Ан­чах та çа­кăн хыç­çăн та ăна де­пу­тат­сен пĕр­ле­хи са­сă­ла­вĕн­че кă­на тат­са па­раç­çĕ-­ха.

Йăр­шу­сем ва­ра вă­рах кĕ­тес те­мен. Икĕ ура­ма çы­хăн­та­ра­кан ка­çă пу­лас­са ахаль те  вĕ­сем 30 çул шан­са пу­рăн­нă. «Унч­чен ва­ра икĕ урам икĕ ют ял пе­кех пу­рăн­нă – пĕр-­пĕ­рин­пе кур­нă­çас те­сен та­рăн çыр­ма­на çав­рăн­са ирт­ме тив­нĕ, – ăн­лан­та­рать  Атай­кас­си ял тă­рăх пуç­лă­хĕ Юрий Баш­ки­ров. – Ви­çĕ са­мос­вал­па икĕ экс­ка­ва­тор ви­çĕ кан­мал­ли кун ĕç­ле­рĕç. Ял тă­рăх де­пу­та­чĕ­сен пу­хă­вĕн де­пу­та­чĕ В­ла­ди­мир Про­копьев хĕр­лĕ тăм турт­тар­ма транс­порт­па ти­вĕç­тер­чĕ. Пу­рĕ ва­ра ăна 1 пин куб­ла метр чух­лĕ тие­се кил­нĕ. Ял çын­ни­сем ĕç­ле­кен­се­не вал­ли апат ха­тĕр­ле­ме пу­лăш­рĕç».

60  мет­ра тă­сă­ла­кан дам­ба çÿл­лĕ­шĕ 3 метр, сар­ла­кă­шĕ –5 метр.  Лап­тăк пы­сă­ках та мар те­йĕн, ан­чах та вăл ма­лаш­не «Лу­го­вая» урам­ра пу­рă­на­кан 14 ки­ле çыр­ма ур­лă чăр­мав­сăр каç­са çÿ­ре­ме май па­рĕ. Пĕ­тĕм ĕçе вĕç­ле­нĕ хыç­çăн ял уяв ту­сах са­вăн­ни­не пĕл­тер­чĕç.

Бюд­же­та пур урам вал­ли те тÿ­рех çи­те­рей­мĕн – ку тĕ­рĕ­сех. Па­ха­лăх­лă çул ва­ра пая­нах кир­лĕ тĕк ял ха­лă­хĕ çак тĕл­лев­пе ук­çа пух­ма ты­тă­нать. Атай­кас­син­чи Шкул ура­мĕн­че пу­рă­на­кан­сем те çак çул­пах кай­нă. Ирт­нĕ эр­не­ре кă­на-­ха кун­та та каш­ни кил­тен 3 500 тен­кĕ­шер ук­çа пух­са вак чул сар­нă. Вы­рăн­ти ял тă­рăх ад­ми­нист­ра­ци­йĕ тех­ни­ка  туп­са па­нă. Сар­ху­рăн­та ва­ра яла пыр­са кĕр­се­нех хы­тă сий­лĕ çул пур, кă­на ма­лал­ла тă­сас шут­па кун­та пу­рă­на­кан­сем те ки­лĕ­рен ук­çа пуç­тар­нă. Вы­рăн­ти де­пу­тат­сем те пу­лăш­нă.

А­тай­кас­си тă­рă­хĕн­че, чăн та, ăн­нă ял­сем­пе урам­сем те пур. Çак кун­сен­чех акă «Çурт­сен тав­рал­ли тер­ри­то­ри­се­не юсас­си» рес­пуб­ли­ка прог­рам­ми­пе Атай­кас­син­че «Мо­ло­деж­ная» ура­ма пыр­са кĕ­нĕ çĕр­ти икĕ вы­рăн­та ас­фальт çул – пĕ­тĕм­пе 170 метр тăрш­шĕ – са­рĕç. Ял тă­рăх ад­ми­нист­ра­ци­йĕн­че пĕл­тер­нĕ тă­рăх, çак тĕл­лев­пе тĕр­лĕ шай­ри бюд­жет­ран 300 пин тен­кĕ усă кур­ма па­лăр­таç­çĕ. Пат­ша­лăх пу­лă­шă­вĕ 153 хват­тер­те пу­рă­на­кан­се­не па­ха­лăх­лă, яка çул­па ирт­се çÿ­ре­ме май па­рĕ.

  ТАТЬЯ­НА МА­ЙО­РО­ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости