Хаваслă вăхăт

Çуллахи каникул малалла тăсăлать. Çу кунĕсенче ачасем сывлăхĕсене пĕри ялта уçă сывлăшра, тепри тинĕс хĕрринче çирĕплетет, вĕсем хула тулашĕнче вырнаç­нă лагерьсенче те, шкул çумĕнчисенче те вăхăта усăпа ирттереç­çĕ.

Кăçал ача-пăча лагерĕсенчи 1-мĕш сменăра районти 60 ача сывлăхне çирĕплетнĕ – пĕлтереç­çĕ Шупашкар район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕнчен. 2-мĕш сменăра 85 ача канать. Пурĕ вара тăватă сменăра 345 ача сывлăхне çирĕплетмелле. Нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем путевкăн 20% кăна тÿлесе канаç­çĕ. Ытти тăкака район администрацийĕ саплаштарать. Шупашкар районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан центр вара çакăн пек çемьесенчи ачасене тÿлевсĕр 9 тата путевкăн 5% кăна тÿлесе илмелли 50 пÿтевкăпа тивĕç­тернĕ.

«Золотой Колос» лагерь директорĕ Софья Камалутдинова иккĕмĕш сменăра 200 ача – Мускаври спорт отрячĕ, «Эткер» культурăпа вĕрентÿ программипе канакан 10 регионти чăваш диаспорин, социаллă центрсенчи тата вĕрентÿ управленийĕ урлă путевка илнĕ ачасем – канни çинчен пĕлтерчĕ. Чăваш диаспора ачисен лагерь программисĕр пуç­не чăваш культурипе паллаштаракан хушма экскурссисем те пур. Çак эрнере вĕсем Кÿкеçри «Бичурин тата паянхи самана» музейра пулнă.

Районти 21 шкул çумĕнчи лагерьсем вара хăйсен ĕç­не вĕç­ленĕ. 21 кунра унта 1361 ача сывлăхне çирĕплетнĕ. Кÿкеç­ри 1-мĕш шкулта лагерь смени июлĕн 7-мĕшĕнче вĕç­ленмелле. Сменăсем уçăличчен шкул çумĕнчи территорисене хăнкăларан тата сăвăсран дезинфекциленипе хурт-кăпшанкăран пĕр ача та сиен курманнине палăртать райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Валентина Александрова.

Лагерьсенче ачасем ÿт-пĕве çирĕплетнисĕр пуç­не хушма пĕлÿ те илме пултарнă. Ачасене аталантармалли тата сывлăхне çирĕплетмелли программăпа, ăна лагерь сменисем уçăличчен кашни шкул хатĕрленĕ, ачасем музейсене кайса курнă, ача-пăча пултарулăх центрĕн ĕç­ченĕсем театрализациленĕ мероприятисем, конкурссем ирттернĕ. Уçă сывлăшри спорт вăййисем, концертсем те ачасене вăхăта усăпа ирттерме пулăшнă.

Милена Сергеева

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости