Халь­лĕ­хе йă­сăр­ла­нать

А­са ил­те­рер: пал­лă мар çын­сем чĕрт­се яни­пе – офи­циал­лă мар вер­си­пе – Ил­пеш свал­ки çун­ма ты­тăн­нă­ран ию­лĕн 27-­мĕ­шĕн­чен Çĕньял ял тă­рă­хĕн­че чрез­вы­чай­лă ла­ру-­тă­ру йĕркине кĕртнине пĕл­тер­нĕч­чĕ. Те­пĕр кун вĕçленнĕ тĕле ăна пă­ра­хăç­ла­нă, ан­чах паян кун та свал­кă­ра тĕ­тĕм-­сĕ­рĕм йă­сăр­лан­ма пă­рах­масть. Ра­йад­ми­нист­ра­цин ял ху­çа­лăхĕпе эко­ло­ги па­йĕн пуç­лă­хĕ Сер­гей Ва­нюш­кин пĕл­тер­нĕ тă­рăх, свал­кă­ра каш­ни ку­нах пу­шар ма­ши­ни ĕç­лет (ă­на ра­йад­ми­нист­ра­ци бюд­же­тĕн­чен бен­зин­па ти­вĕç­те­реç­çĕ), ра­йад­ми­нист­ра­ци ĕç­че­нĕ­сем пĕр-­пĕ­рин­пе ул­шăн­са вăй ху­раç­çĕ. Çыр­ма­пуç та­та Апаш тă­рă­хĕ­сен пуç­лă­хĕ­сем Алек­сандр В­ла­ди­ми­ров­па Ра­миль Гель­мет­ди­нов та пу­ша­ра сÿн­тер­ме пу­лăш­нă. «Ĕç­се­не пур­нăç­ла­ма йă­сăр­ла­на­кан вы­рă­на çы­вă­ха пы­ма йы­вăр­ри те чăр­ман­та­рать. «Карьер» ООО-­ран буль­до­зер­па та­та экс­ка­ва­тор­па пу­лăш­ма шан­тар­чĕç, вĕ­сем йă­сăр­лан­са тă­ра­кан 20 яхăн вы­рă­на шыв­па сап­нă хыç­çăн çĕр­пе хуп­ла­мал­ла», – па­лăрт­рĕ Сер­гей Алек­сее­вич.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости