Халăх пуянлăхĕ – чăваш тумĕнче

Чăваш халăх культури çав тери пуян – хăйне евĕр юрри-кĕввипе, ташшипе, такмакĕсемпе, каларăшĕсемпе, чĕлхипе, тумтирĕпе… Ĕмĕрсем иртсен те унăн пĕлтерĕшĕ çухалмасть.

Куравра – арчари тумтир

Ытлари кун Тутаркасси культура çуртĕнче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» регионсен хушшинчи конкурсăн районти тапхăрĕ иртрĕ. Вăл пурне те хăйĕн пуянлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварас, малалла аталантарас ĕçре ырми-канми тăрăшакансем – культура ĕçченĕсем. Хальхинче те вĕсем пултарулăхне, тăрăшулăхне тивĕçлĕ кăтартса пачĕç. Культура çурчĕн фойинче йĕркеленĕ куравра асатте-асаннесен арчисенчи авалхи чăваш тумтирĕ вырăн тупрĕ – ĕлĕкхи пир кĕписем, сурпансем, хальхи вăхăтри тухъясемпе хушпусем тата ыттисем те.

Шемшер ял тăрăхĕнчи 79 çулти Николай Иванов курава хăй ăсталанă япалисене сĕннĕ. 5 см тăршшĕ çăпата тата ĕлĕкхи чăваш çурчĕсенче ачасене утьăкка сиктермелли сăпка умĕнчен чарăнмасăр иртейĕн-и вара? Ăстаçăн тĕрлĕ калăпăшлă çăпатисене ют çĕршыв туристчĕсем те хапăл тăваççĕ, хаваспах туянаççĕ.

Апаш ял тăрăхĕнче те ăстасем пурăнаççĕ – Зоя Владимирова 20 çул ытла арçынсен тата хĕрарăмсен авалхи кĕписене тата атă-пушмакне пухать. Унăн пуянлăхне такам та ăмсанĕ, кирек мĕнле музея пуянлатма пултаракан экспонатсем килĕнче туллиех. «Асаттесенчен юлнă пуянлăх пĕтесрен шикленместпĕр. Пирĕн культура аталансах пырать, вырăнти çамрăксем чăваш тĕррисене тĕпе хурса вĕтĕ шăрçапа тĕрлеççĕ.

Курава шăпах вĕсен ĕçĕсене илсе килтĕмĕр, хамăр та авалхи тумтире пайăн-пайăн пухса реставрацилетпĕр», – халăх йăли-йĕркине тĕпе хуни курăнать ăстаçă сăмахĕсенче. Çак тăрăхри Елена Степанова вара тĕрлĕ тухъяпа килнĕ. Унăн алли витĕр паянхи кун пуçа тăхăнмалли 50 ытла хатĕр тухнă – мероприятисене хутшăнмаллисем те, концертсемпе сцена çине тухмаллисем те. Тухъя-хушпу хатĕрлес ĕçре мĕнле тĕссем, эрешсем усă курмаллине, йăла-йĕрке çинчен унăн каласа памалли чылаях.

Курава хутшăннă «Паха тĕрĕ» фабрикăн хальхи вăхăтри халăх кĕписем илемĕпе, мăнаçлăхĕпе ĕлĕкхисенчен пĕртте уйрăлса тăманнине асăрхама пулать.

Çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç

Районта чăннипех те ăста та пултаруллă çынсем пурăнаççĕ! Кураври чăваш кĕписен шучĕ пирки сăмах та çук – кашни ял тăрăхĕн мăнаçланмалли пурах. Хăш-пĕр ял тăрăхĕ чăваш халăхĕн апат-çимĕçĕпе сăйларĕ. Чăкăт, хуран кукли, тăварланă кăмпа, кукăль-пÿремеч, хуплу, ĕне ырри, тултармăш тата ытти те – акă вăл чăваш сĕтелĕн пуянлăхĕ!

«Алран кайми аки-сухипе» – чăваш халăх гимнĕпе уçăлчĕ уяв. Райадминистрацин культура пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Павлова чăваш чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине атлантарас ĕçре пултарулăх ушкăнĕсен тÿпи пысăккине палăртрĕ. «Паян конкурса 29 хĕрарăм хутшăнĕ, жюри членĕсен вĕсенчен чи тивĕçлисене, республика шайĕнче район чысне хÿтĕлекенсене, суйласа илмелле. Вĕсем асаттесен пуянлăхне кăтартниех халăх культурине сыхласа хăварас ĕçри çитĕнÿсене çирĕплетет», – палăртрĕ шухăш-кăмăлне Маргарита Яковлевна.

Ĕлĕкрех ваттисем хĕрарăмăн кĕпи çинче унăн шăпи çырăннă тесе каланă. Конкурса хутшăнакансем те чăваш кĕпин кашнин пайĕ пирки тĕплĕн каласа пачĕç, дефилене хутшăнчĕç. Халăхăн хальхи вăхăтри костюмĕсемпе тĕрлĕ номинацире, авалхисен конкурсĕнче палăрнисене асăнчĕç. Шупашкарта иртекен конкурсра район чысне Светлана Евсеева, Галина Павлова, Серафима Муллина, Зоя Владимирова хÿтĕлĕç.

Куçсенче – хĕлхем

Ĕнер Кÿкеçри культурăпа кану центрĕнче культура ĕçченĕсен кунне халалласа мероприяти иртрĕ.

Уяв ячĕпе пухăннисене райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев тата райадминистрацин культура пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Павлова саламларĕç. Район 90 çул тултарнине халалласа ĕлĕкхи юрăсене пуçтарас тĕллев лартнине палăртрĕ Маргарита Яковлевна. «Пултарулăхра яланах хавхалану, куçсенче хĕлхем пултăр!» – чĕнсе каларĕ вăл. Владимир Павлович кăçал 4 культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме тĕллев лартнине, çĕнĕ клубсем хута ярас ĕмĕтсем пуррине каларĕ.

Клубсенче,библиотекăсенче, музейре, ÿнер шкулĕнче вăй хуракансем сцена çине хăпарчĕç çак кун. Юрри-ташши, сăвви-юрри, кулăшĕсем районта чăннипе те пултаруллă çынсем пурăннине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Ĕçре палăрнисене районти культура отрасльне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнисене чысларĕç.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости