Халăх ыйтăвĕсене татса памаллах

Район хаçачĕ вулакансем патне тĕрĕс те пахалăхлă информаци илсе çитерме тăрăшать. Çак тĕллевпе журналистсем ял тăрăхĕсене час-часах тухса çÿресе тĕрлĕ çынпа калаçаççĕ, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав тупма пулăшаççĕ. Вĕсен хуравне тупас тĕллевпе пулăшу ыйтма вулакансем редакцие те кĕрсе тухаççĕ, çырусем çыраççĕ.

Çыру йĕрĕпе вырăна тухсан вара тĕрлĕрен кĕтсе илеççĕ пире. Хăшĕ-пĕри лайăх пулăмсем çинчен хаваспах сăмах хушать, теприсем çитменлĕхсем çинчен уççăн калаççĕ.

Ялкорсем хастар

Хăшĕсем-ха «уçă чунлă» ял тăрăхĕсем? Пĕлтĕр «Тăван Ен» хаçат редакцийĕпе пуринчен ытларах Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕ тачă çыхăну тытрĕ. Вулакан куçĕ тĕлне унăн хушамачĕ ыттисенчен чылайрах лекнинче штатра тăман корреспондентăн Николай Смирновăн тÿпи çав тери пысăк. Вырăнти корреспондентсем ытларах чухне хăйсен тăрăхĕнчи çынсем, иртнĕ пурнăç аса илĕвĕсем çинчен çырма кăмăллаççĕ пулсан, Николай Васильевич çак самантра пулса иртекен ĕçсене сăнласа парать. Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи пурнăçпа номер сиктерсе тенĕ пек паллашма май пулчĕ. Вăл ял тăрăх пуçлăхĕ хутшăннипе иртекен пухусем, тĕрлĕ уяв, спорт ăмăртăвĕсем тата ытти мероприяти пирки чĕрĕ çырса кăтартать.

Çавăн пекех Сарапакасси ял тăрăхĕнчи Шоркка тата Шемшер ял тăрăхĕнчи Шорчекасси ялĕсен пурнăçĕ те хаçат страницисенче пĕрре мар сăнланчĕ. Унта пурăнакансем хаçата çĕнĕ хыпарсем пĕлтерсех тăчĕç. Çав тăрăхра тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ĕçсене, уявсем ирттернине вулакана пĕлтерме тăрăшрĕç. Чăрăшкасси ял тăрăхĕнчи Тăрăн енчи, Кăшавăш ял тăрăхĕнчи Кăрмăшри тата Шĕнерпуç ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Тренккассинчи хастарсем те хыпар ярсах тăчĕç – пĕр-пĕр ăмăрту е уяв-и, кăсăклă пулăм-и – вĕсене хаçатпа туслă пулнăшăн мухтамалла кăна. Ку пирĕншĕн те, халăхшăн та пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.

Ыйтуран пăрăнмаççĕ

Журналистсен кăткăс ыйтусен хуравне тупас тесен ял тăрăх пуçлăхĕсемпе çыхăнма тивет. «Хурав ыйтсан пĕр пуçлăх та хирĕçленине ас тумастпăр», – теççĕ редакци журналисчĕсем. Çапах та Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕ Андрей Михайлов 2014 çулхи хаçат страницисенче тĕрлĕ ыйтăва пуринчен ытларах хуравларĕ. Тен, çакă ăна шанса панă территорире çын шучĕ нумаййипе тата татса памалли ыйтусем тăтăшах пулнипе çыхăннă. Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Хорасев та çак енĕпе палăрчĕ. Евгений Николаевич çавăн пекех «Кашни ветерана – «Тăван Ен» хаçат» акцие хутшăннипе те палăрчĕ. Вăл ял тăрăхĕнче пурăнакан икĕ ветерана çур çул илсе тăма пуринчен малтан хаçат çырăнса пачĕ. Пĕр-пĕр факта сăн ÿкерчĕкпе çирĕплетни материал пахалăхне татах та ÿстерет. Хаçатпа хастар çыхăну тытакан вулакансем çакна аван пĕлеççĕ. Çырусемпе пĕрлех сăн ÿкерчĕксене те илсех тăтăмăр. Куншăн ăна питĕ пысăк тав.

Район çыннисем тĕрлĕ ыйту хуравне шыраса час-часах шăнкăравлаççĕ. Нумай чухне вĕсене прокуратура, налог службин, шалти ĕçсен, надзор ĕçĕ-хĕлĕн органĕсене адреслаççĕ. 2014 çулта пуринчен ытла хаçат урлă прокуратура ĕçченĕсем ыйтусем çине хуравсем пачĕç.

«Уçă чунлă» ял тăрăхĕсем, предприятисемпе организацисем кăçал та пирĕнпе çыхăну тытасса шанатпăр. Ыттисене вара хастартарах пулма сĕнес килет.

Сăмах май

2014 çулта хаçат страницисенче «Пуçлăх пуриншĕн те яваплă» проект кун çути курчĕ, çавна май кашни ял тăрăх ĕçĕ-хĕлне çутатма тăрăшрăмăр. Кашни ял тăрăх пуçлăхне сăмах патăмăр. Проект кашни ял тăрăхĕнчи ĕç-хĕле сăнлама, çавăн пекех унти çитĕнÿсемпе çитменлĕхсене кăтартма пулăшрĕ. Ăна пурнăçланă май вырăнти хăй тытăмлăх ертÿçисемпе икĕ еншĕн те усăллă диалог йĕркеленчĕ темелле. Çав вăхăтрах ырă йăлана тăсса ĕçлĕ хутшăнусене аталантарас текен пуçлăхсем хăйсем пурнăçлакан ĕçсем пирки çулталăк тăршшĕпе пĕлтерсех тăчĕç.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости