«Хир ка­ра­пĕ­сем» мă­наçлăн шă­ваççĕ

Пĕр­чĕл­лĕ та­та пăр­çа йыш­ши куль­ту­рă­се­не пух­са кĕр­тес­си кун­се­рен вăй илет. Пул­са çит­нĕ ты­рă лап­тă­кĕ­се­не эр­не каял­ла çеç суй­ла­са вы­рат­чĕç-­ха. Хĕвел хĕрт­нĕ­рен ур­па ани­сем те талк­кăш­пех пиç­се çит­рĕç. Ра­йон­та мĕн­пур лап­тă­кăн çуррине яхăн па­йĕ пу­шан­нă ĕн­тĕ. Çĕр ĕç­че­нĕ­сем кĕр­хи куль­ту­рă­се­не пух­са кĕрт­рĕç, çур­хи­сен ани çи­не куç­рĕç.

Ту­сан хă­рат­масть

Выр­ма ĕçĕ­сем­пе пал­лаш­ма ра­йад­ми­нист­ра­цин ял ху­çа­лă­хĕ­пе эко­ло­ги па­йĕн пуç­лă­хĕ Сер­гей Ва­нюш­кин час-­ча­сах уй-­хи­ре ту­хать. Ирт­нĕ эр­не­кун вăл «П­ри­волжс­кое» ОАО-­ри  йĕ­теме çит­се кур­чĕ. Çул­ла­хи вă­хăт­ра йĕ­тем çин­че шкул ачи­сем­пе сту­дент­сем те вăй ху­раç­çĕ. Кăн­тăр­ла  кун­та ача­сен­чен йĕр­ке­лен­нĕ бри­га­да ĕç­лет­чĕ. Вĕ­сем ан­га­ра пу­шат­нă тыр­ра ОВС-25 аг­ре­гат­па ал­лаç­çĕ, ун­пах ма­ши­на çи­не тиеç­çĕ. Ма­ши­на çин­чи ты­рă ва­ра «­пет­ку­са» тип­ме каять. Анд­рей Ива­нов, Алек­сей Пав­лов, Юлия Чис­тя­ко­ва, Ма­рия Ле­бе­де­ва, Анас­та­сия Сте­па­но­ва йĕ­тем çин­че пĕр­ре­мĕш çул кă­на мар. 9-­мĕш класс пĕ­тер­нĕ Нас­тя, акă, 5-­мĕш çул йĕ­тем çин­че тă­рă­шать. Ту­сан­па ва­ра­лан­ни шик­лен­тер­мест хĕ­ра­ча­на, вăл кĕ­ре­çе­пе транс­пор­тер çи­не ты­рă ярать, аяк­ка са­па­лан­ни­не шă­пăр­па шăл­са пĕр çĕ­ре пу­хать. Алă­ра кĕ­ре­çе­пе шă­пăр вы­лян­са тă­раç­çĕ кă­на!

Шу­паш­кар­ти ас­лă вĕ­ре­нÿ заве­де­ни­йĕн­че ăс пу­ха­кан Алек­сей Пав­лов та кун­та çĕ­нĕ çын мар, 5-6 çул каял­лах ху­çа­лăх ĕçĕ­се­не хут­шăн­ма ты­тăн­нă. Йĕ­тем çин­че вăл 4-­мĕш çул вăй ху­рать. Кă­çал та юлаш­ки эк­за­мен хыç­çăн те­пĕр кун­хи­нех йĕ­тем çи­не тух­нă. Ыт­ла­рах чух­не ар­çын ача­сен йĕ­тем çин­че пу­хă­на­кан çÿп-­çап кар­çинк­ки­се­не йăт­ма ле­кет. «Б­ри­га­дă­ри ача­сем тус­лă пул­сан ĕç те ла­йăх каять. Пĕр-­пĕр­не пу­лăш­са пы­ни пĕл­те­рĕш­лĕ, ун­сă­рăн йы­вăр ле­кет», – тет ар­çын ача ĕç ăнă­çă­вĕ пĕр çын­ран кă­на мар, пур­те ки­лĕш­тер­се ĕç­ле­нин­чен кил­ни­не па­лăрт­са. Çул çит­мен­ни­се­не ĕç ук­çи те илĕр­тет пал­лах. Ăна мĕн­ле тă­как­лас­си çин­чен каш­ниех шу­хăш­ла­са ху­нă. Алек­сей те­ми­çе çул пух­нă ук­çа-­тен­кĕ­пе, (­пал­лах, аш­шĕ-а­мă­шĕ пу­лăш­ни­пе те), хă­йĕн ĕмĕт­не пур­нăç­ла­нă – çă­мăл ма­ши­на туян­нă. Ыт­ти­сем ва­ра шку­ла кир­лĕ япа­ла­сем, кĕсье те­ле­фо­нĕ туя­нас ĕмĕт­лĕ.

Ра­йад­ми­нист­ра­цин ял ху­çа­лă­хĕ­пе эко­ло­ги уй­рă­мĕн кă­тар­тă­вĕ­сем­пе, çул çит­мен­ни­сен­чен йĕр­ке­лен­нĕ бри­га­дă­сем «Аг­ро­фир­ма «Оль­деевс­кая» ЗАО, «Ат­ла­шевс­кий» СХК йĕ­те­мĕ­сем çин­че те вăй ху­раç­çĕ.

Хĕрÿ вăхăт

Сап-­са­рă ти­нĕс­ре «­хир ка­ра­пĕ­сем» пĕ­рин хыç­çăн теп­ри мă­наç­лăн шă­ваç­çĕ. «П­рог­ресс» ОАО ан­лă уй-­хи­рĕ­сен­че тех­ни­ка кĕр­ле­ни кă­на ил­тĕ­нет – 4 ком­байн çав­рăм хыç­çăн çав­рăм ту­са бун­кер­се­не тул­та­раç­çĕ, тĕ­шĕ­ле­нĕ ур­па­на ты­рă турт­та­ра­кан ма­ши­нă­сем çи­не пу­ша­таç­çĕ. Пы­сăк опыт­лă спе­циа­лист­сем – Алек­сей Юну­сов, Ми­хаил Эт­ке­ров, Анд­рей Мо­ро­зов, Ви­та­лий Пуш­ков ком­бай­нер­сем – руль умĕн­че, вĕ­сем хăй­сен ĕç­не пĕл­се, явап­лă­ха туй­са пур­нăç­лаç­çĕ, 574 га (­па­лăрт­нин­чен 83,3%) çин­че 1520 т ты­рă тĕ­шĕ­ле­се кĕрт­нĕ. Па­ха вăр­лăх­па, гер­би­цид­па, ми­не­рал­лă удоб­ре­ни­сем­пе усă кур­нин ви­тĕ­мĕ пы­сăк, ху­çа­лăх­ра вă­там ту­хăç 26,5 ц-­па тан­ла­шать.

Анд­рей Мо­ро­зов ĕç­ле­кен ком­байн çи­не ăм­сан­ма­сăр пă­хай­мăн, 7 метр сар­ла­кăш жат­кăл­лăс­кер бун­ке­ра 6,5 т ту­лă е 6 т ур­па тул­тар­ма пул­та­рать.

Ав­гус­тăн 11-­мĕ­шĕ тĕл­не ял ху­çа­лăх предп­рия­ти­йĕ­сем­пе ХФХ-­сем 5941 га (­па­лăрт­нин­чен 43,7%) çин­че ты­рăл­лă та­та пăр­çал­лă куль­ту­рă­се­не выр­нă, 13957 т ты­рă тĕ­шĕ­ле­нĕ. Ра­йон­ти вă­там ту­хăç халь­лĕ­хе 23,5 ц-­па тан­ла­шать. «Чу­ра­чикс­кое» ОАО-­ра, «Ат­ла­шевс­кий» СХК-­ра, «Аг­ро­хол­динг «Юр­ма» ООО-­ра ту­хăç ра­йон­ти вă­там кă­тар­ту­ран пы­сăк­рах. Çак ен­пе ыт­ти çул­ти пе­кех «Аг­ро­фир­ма «Оль­деевс­кая» ЗАО-­на çи­те­кен­ни çук, вĕ­сен кă­тар­тă­вĕ – 1 га-­тан 31,6 ц. Чи пĕ­чĕк ту­хăç – «Аг­ро­фир­ма «Ту­ру­новс­кая» ООО-­ра – 8,6 ц.

Ты­рăл­лă та­та пăр­çал­лă куль­ту­рă­се­не чи ну­май ак­нă ху­çа­лăх­сем çак­сем:  «Ат­ла­шевс­кий» СХК – 1672 га, «П­ри­волжс­кое» ОАО – 1671 га, «Чу­ра­чикс­кое» ОАО – 1616 га, Ле­нин ячĕл­лĕ СХПК-­кол­хоз – пу­рĕ 1415 га. Кă­çал усă кур­ман çĕр­се­не çав­рă­нă­ша кĕрт­се «Чу­ра­чикс­кое» ОАО, «Атлашевский» СХК, «Агард» ООО ху­çа­лăх­сем ак­мал­ли лап­тăк­се­не ÿс­тер­чĕç.

Ты­рă вы­раççĕ, çĕр ул­ми пу­хаççĕ

Выр­ма ĕçĕ­сем­пе рес­пуб­ли­кăн ял ху­çа­лăх ми­нист­рĕ Сер­гей Ар­та­мо­нов Чă­ваш Ен Пуç­лă­хĕ Ми­хаил Иг­натьев тун­ти­кун­се­рен ирт­те­ре­кен ка­наш­лу­ра пал­лаш­тар­нă. Вăл ав­гус­тăн 8-­мĕ­шĕ тĕл­не ял ху­çа­лăх предп­рия­ти­йĕ­сем­пе ХФХ-­сем 122,8 пин га çин­че ты­рăл­лă та­та пăр­çал­лă куль­ту­рă­се­не çул­ни­не (­ку вăл пĕ­тĕ­мĕш­ле выр­мал­ли лап­тă­кăн 42%), 316,1 т ты­рă (2015 çул­та çак тап­хăр тĕл­не 126,5 т) тĕ­шĕ­ле­ни­не па­лăрт­са хă­вар­нă. Вă­там ту­хăç 25,7 ц-­па (2015 ç çак тап­хăр тĕл­не 21 ц пул­нă) тан­ла­шать. Ты­рăл­лă та­та пăр­çал­лă куль­ту­рă­се­не Ел­чĕк, Сĕн­тĕр­вăр­ри, Ком­со­мольс­ки ра­йо­нĕ­сен­че çур­ри ыт­ла пуç­тар­са кĕрт­нĕ. Халь­лĕ­хе чи пы­сăк ту­хăç­па  Вăр­нар, Па­тăрьел, Çĕр­пÿ ра­йо­нĕ­сем па­лă­раç­çĕ.

Сер­гей Ген­надье­вич пĕл­тер­нĕ тă­рăх, рес­пуб­ли­кă­ра ир пу­ла­кан çĕ­рул­мие пух­са кĕр­тес­си­пе те ĕç­сем пы­раç­çĕ. «Ик­кĕ­мĕш» çă­кă­ра 41 га çин­чен, пах­ча çи­мĕ­çе 109 га çин­че пух­са кĕрт­нĕ. 2017 çул­та ту­хăç ил­ме 100 пин га çин­че кĕр­хи куль­ту­рă­се­не ак­са хă­вар­ма па­лăр­таç­çĕ. Çа­вăн пе­кех ху­çа­лăх­сен­че выльăх апа­чĕ ха­тĕр­лес ĕç­сем те пы­раç­çĕ, ав­гус­тăн 8-­мĕ­шĕ тĕл­не 98 пин т утă, 216 пин т се­наж, 34,7 пин т си­лос ха­тĕр­ле­нĕ.

Ка­наш­лу­рах аг­ра­ри­се­не вăр­лăх­па ти­вĕç­те­рес, вĕ­сен па­ха­лăх­не тим­лĕх уйă­рас та­та вăр­лă­хăн ку­çа­кан фонд­не йĕр­ке­лес ый­ту­се­не те пăх­са тух­нă.

  ДЕО­МИД ВА­СИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости