Хисеплĕ ентешсем, хаклă вулакансем!

Акă черетлĕ çулталăк та вĕçленчĕ. Кашни эрнерех эсир журналистсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки хаçат тата сайт урлă пĕлсе тăтăр. Сире валли эпир пичет кăларăмне те, сайта та май килнĕ таран кăсăклăрах тума тăрăшрăмăр. Сирĕн шăнкăравăрсем, канашăрсемпе сĕнĕвĕрсем вĕсене халăха валли усăллă тата информаципе пуян тума пулăшса тăчĕç. Каялла çаврăнса пăхнă май, «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ çулталăка мĕнле пĕтĕмлетÿсемпе вĕçлерĕ-ха? Эсир, хаклă вулакансем, пулăшнипе хаçат хальхинче те çырăнтару тиражне сыхласа хăварма пултарчĕ. Çулталăк тăршшĕпе унăн страницисенче 30 ытла проект пурнăçланчĕ, ял тăрăхĕсенчен хыпарсене штатра тăман корреспондентсем пĕлтерсех тăчĕç. Вĕсен йышĕ çĕнĕ ятсемпе тулса пыни уйрăмах савăнтарать. Унчченхисем вара юратнă хаçатран пачах та уйрăлмаççĕ, пирĕнпе çыхăнса ĕçлеме яланах хатĕр.

Çулталăк тăршшĕпе журналистсем республика конкурсĕсенче пĕр хутчен кăна мар çĕнтерчĕç. Халăхăн право пĕлĕвне ÿстерессишĕн пысăк тÿпе хывнăшăн редакци коллективĕ Чăваш Ен прокурорĕн тав хутне тивĕçрĕ. Тĕп редакторăн çумĕ Виктория Вышинская коррупцие хирĕç республика конкурсĕнче çĕнтерчĕ. Пай редакторĕ Любовь Семенова «Чăваш Ен – террора хирĕç» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннисĕр пуçне унăн сайра тĕл пулакан просфорçă профессийĕ пирки çырнă материалне Ĕç çыннин çулталăкне çутатас енĕпе иртнĕ республика конкурсĕнче ятарлă номинаципе палăртрĕç. Вера Шумилова корреспондент «Манăн çĕр – Раççей» Пĕтĕм çĕршыв конкурсне хастар хутшăннăшăн Раççей Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне тивĕçрĕ тата Шупашкар районĕн ял хуçалăх отрасльне оперативлă тата пахалăхлă çутатнăшăн ăна иккĕмĕш çул район администрацийĕн дипломĕпе хавхалантарчĕç.

2016 çулта «Тăван Ен» хаçатăн вулакансем хушшинче иртекен лотерейин сумĕ çав тери ÿссе пычĕ – пирĕн ĕç-хĕлпе Мускаври федераци журналĕсем те кăсăкланма тытăнчĕç. Çĕнĕ çул каникулĕ хыççăн эпир хамăр вулакансем хушшинче нумай парне выляттарăпăр. Чи кĕтни – «Приволжское» ОАО тĕп спонсортан 100 кг таякан сысна.

Кашни çулах çулталăка пĕтĕмлетнĕ май эпĕ çак çитĕнÿсене пурне те сирĕн пулăшăвăрпа тунине палăртатăп. Хăш ял тăрăхне çитсессĕн те Шупашкар районĕн çыннисем пире уçă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Пулăшма ыйтса çырнă çырусем те пирĕн пата час-часах килеççĕ. Эсир шанни пирĕншĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ, ăна тÿрре кăларма эпир май килнĕ таран тăрăшатпăр.

Хамăн коллектива – пĕр шухăшлă командăна, штатра тăман корреспондентсене – пирĕн пĕрремĕш пулăшуçăсене, пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлекен предприяти-организацисен ертÿçисене тата нумай çул хаçата алăран яман вулакансене пысăк тав сăмахĕ калас килет.

Ыран кашни килех уяв варкăшĕ пырса кĕрĕ. Çавăнпа та чунтан-чĕререн сире çитес Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне çывăх, тăван çынсемпе, çемьепе кĕтсе илме сунатăп. Çĕнĕ çулта кашни çемье тулли пултăр, хальлĕхе хăйĕн телейне тупайманнисем вара шăпа пÿрнине тĕл пулччăр. Телейлĕ Çĕнĕ çулпа тата Сурхури уявĕсемпе сире!

Татьяна Вашуркина, Тĕп редактор

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости