Хула ачисем те пычĕç

Эпир, 2-мĕш класс пĕтернĕ ачасем, июль уйӑхĕн çурринчен шкула ĕç практикине çӳреме тытӑнтӑмӑр. Пилĕк кунра темĕн те турӑмӑр: йӑрансене çум курӑксенчен тасатрӑмӑр, шкул йĕри-таврари тротуара йĕркене кĕртрĕмĕр, йăрансенчи чечексене тĕрлĕ курӑкран уйӑртӑмӑр. Пурте пĕрле туслӑн ĕçленине мĕн çитĕ? Класра вĕренекенсене пулӑшма яла кукамӑшсем патне канма килнĕ хула ачисем те пычĕç.

Ульяна Андреева, 2-мĕш класс, Ишек шкулĕ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости