Хунар çутипе концерт куртăмăр

Çатра-Хочехмат клубĕ ĕçлеме пуçланăранпа 50 çул çитрĕ. Паллă çынсем уява йышлăн пухăнчĕç. Шупашкар районĕн ентешлĕхĕн ертÿçи Н. Смирнов каланине шута хурсан, клуб тума «Звезда» колхоз председатĕлĕ пуçарнипе 1962 çулта пуçланă.

Фундамент янă чух, кирпĕчсене йăтнă çĕрте тата ытти çăмăлрах ĕçсенче шкул ачисем те çуллахи каникул вăхăтĕнче аслисемпе пĕр тан ĕçленĕ. Икĕ çултан капăр кермен çурт çĕкленсе те ларнă. Хальхи саманара вăл, Сарапакасси ял тăрăхне кĕрекен клубсенчен, чи пысăкки шутланса тăрать. Кунта тĕрлĕ мероприятисем иртереççĕ: çамрăк мăшăрсем те туй кунĕнче çакăнтах çырăнаççĕ, патшалăх çирĕплетнĕ уявсене те çакăнтах анлăн паллă тăваççĕ, тĕрлĕ пухусене те клубрах йĕркелеççĕ. Çамрăксем ташă каçĕсенче савăнаççĕ. Пĕр сăмахпа, Çатра-Хочехмат клубĕ — культурăна аталантаракан тĕп вучах.

Уява паллă тума Шупашкар районĕн культура пайĕн ертÿçин çумĕпе И. Нестеревăпа пĕрле И. Беспаловăпа З. Петрова çитрĕç. Самуккассинчен «Савнă Ен» ансамбль ертÿçи Ю. Андреев, Хурăнлăхран – «Импульс» (И. Орлова), Шорккаран – «Туслăх» (Н. Сусарин), Шупашкартан – «Шуçăм»(Д. Сусарина), Çатра-Хочехматран – «Звездочки» (О. Константинова) çитрĕç.

Шăп та лăп концерт пуç­ланас  умĕн электричество пĕтсе ларчĕ. Çутă çук. Мĕн тумалла: мероприятие тепĕр эрне куна куçармалла е килелле каймалла-и? Артистсен пултарулăхне курма çынсем зала лăк! Тулли пуçтарăннă! Çавна курах-тăр халĕ тивĕçлĕ канура, унччен кунти клубра нумай çул заведующийре ĕçленĕ М. Кондратьева çапла каларĕ: «Ĕлĕкхилле хăйă е чĕрпĕк çуттипе те пулсан концерта килнĕ халăха кăтартмаллах. Хочехматри клуб хуçи З. Петрова, кунти информаципе культура центрĕн директорĕ Л. Виноградова, вырăнти почта ертÿçи Г. Ильина, Хурăнлăхри клуб хуçи Р. Матькова тата Шорккари фольклор çурчĕн директорĕ Л. Платонова çапла çирĕплетрĕç:
– Эпир кукăль-çăмах тата тĕрлĕ пылак çимĕç­сем пĕçерсе килтĕмĕр, парнесем туянтăмăр, сĕтел хатĕрлерĕмĕр,çавăнпа уява паянах паллă тумалла, – терĕç. Вара пĕрисем килĕсенчен хунарсем илсе килчĕç, теприсем хăйсен машинисем çинчен аккумуляторсем кăларса сценăна çутатса тăмалли хатĕрсем туса пачĕç. Залра ларакан ял-йыш, сцена çине артистсем тухсан вĕсене карас телефонĕн çутипе çутатса пăхса ларчĕç. Кун пек  интереслĕ концерт эпир хамăр пурнăçра курман!

Икĕ сехете яхăн пынă концерта вĕç­лесе Хурăнлăх хĕрĕсем хитре тумсемпе хĕвел тухăç ташшине кăтартатчĕç: шăпах çав вăхăтра… çутă пачĕç. Мокши ялĕ çывăхĕнче татăлса кайнă пралука электриксем сыпăнтарса пĕтерме çак вăхăт çителĕклĕ пулчĕ…

  Николай Платонов, Шоркка

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости