Хурланса та савăнса

Ирхи вунă сехет тĕлне ялти палăк умне тыл ĕçченĕсем, ял çыннисем, çамрăксем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç.

Чи малтан Чăрăшкасси ял тăрăх пуçлăхĕ В.Я. Павлов сăмах илчĕ, уяв ячĕпе саламласа кашни çыннăн çĕр çинче мирлĕ пурнăçа хакламалли, упрамалли пирки каларĕ. Уяв саламне шкул директорĕ В.П. Васильев, ваттисен канашĕн ертÿçи М.П. Павлова тата райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн опекăпа попечительство уйрăмĕн ертÿçи В.Н. Кондратьева малалла тăсрĕç.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсем пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕç, илемлĕ вулав конкурсĕн çĕнтерÿçисен Елена Астраханцеван, Диана Григорьеван, Анастасия Костинан çĕкленÿллĕ сăввисем чĕрене витерчĕç, Николай Павловăн «Арçын пул» юрри илемлĕн янăрарĕ. «Катюша» юрра та уява пухăннисем пысăк хавхаланупа шăрантарчĕç.

Саккăрмăшсемпе тăххăрмĕшсем хисеплĕ хуралта тăчĕç, палăк умне асăну кăшăлĕ хучĕç. Вăрçă çулĕсенче ырми-канми вăй хунă, нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуç усман, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă хисеплĕ ватăсене шкул ачисем чечексем парнелерĕç.

Уяв ялти клубра малалла тăсăлчĕ. Кунта ветерансем чейпе хăналанчĕç, пĕр-пĕринпе час-час тĕл пулайманскерсем калаçса чунĕсене пусарчĕç, ĕлĕкхине аса илсе хурланчĕç.

Антонина Ефимова, Вăрманкас Тăрăн

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости