Хушаматсем яр-уççăн тухса тăрĕç

«Сăрă» схема – ăнăçлă çул-йĕр мар

Анăç çĕршывĕсем лартнă санкцисем, «хура ылтăн» хакĕ выляса тăни çĕршыв экономики умне чылай кĕтменлĕх кăларса тăратрĕç. Çак хушăрах ним пулман пекех патшалăх çурăмĕ хыçĕнче «конвертри» ĕç укçине шутласа ларакансем, уйăхсерен ĕç укçин пĕр пайне налога хывакансемпе танах, больницăсенче тÿлевсĕр сипленсе, ачисене вĕсем пекех шкулта тÿлевсĕр вĕрентсе, садике леçсе налог службин, пенси фончĕн куçĕ тĕлне лекмĕччĕç те тен. Анчах та хыснана налог тÿлессинчен пăрăнакансен юлашки вăхăтра пушшех палăракан ытла та сĕмсĕрле хăтланăвĕ çĕнĕ мерăсем йышăнма хистет.

«Конвертпа» паракан кашни ĕç укçи хыçĕнче – бюджет айккипе кайнă миллионсем, çĕкленсе ларма пултарнă вĕр çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем, медицина учрежденийĕсем, çемьесен çĕнĕ хваттерĕсемпе çурчĕсем. Официаллă майпа ĕçлекенсен кредит организацийĕсенчен кивçен укçа илсе пурăнмалли условисене те лайăхлатма май пур-çке. Влаçсемпе тĕл пулсан та ялсенче пурăнакансем акă хушăран çулсем çукки, кану учрежденийĕсем çителĕксĕрри пирки ÿпкелешеççĕ. Бюджетра укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулсан çак ĕçсене мĕнле пурнăçламалла-ха? Çакăнпа çыхăннă лару-тăрăва муниципалитетăн социаллă-
экономика аталанăвне ÿстерес енĕпе ĕçлекен комиссин ЧР ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хутшăннипе иртнĕ канашлăвĕнче сÿтсе яврĕç. Ун шайĕнче ĕç хутшăнăвĕсене документпа çирĕплетмесĕр вăй хурассипе кĕрешекен ушкăн ĕçĕ-хĕлне те тишкерчĕç. Канашлăва райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Зоя Маслова, ял тăрăх пуçлăхĕсем, налог службин, социаллă страховани, пенси фончĕн тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр представителĕсем хутшăнчĕç.

Мероприятие пуçланă май Зоя Леонидовна ку ыйтăва çулталăк вĕçĕнче иртнĕ ĕçлĕ ушкăн ларăвĕнче те хускатни пирки асăнчĕ. Халăхра «сăрă» схемăпа ĕçлессине пÿлессипе туса ирттермелли тĕллевсене шăпах ун чухне палăртнăччĕ. Пĕтĕмлетÿсемпе администрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Софронова паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, тĕрĕслев органĕсем 41 ĕç вырăнне çитнĕ. Вĕсенчен 20-че ĕç хутшăнăвĕсене «сăрă» схемăпа йĕркеленине тупса палăртнă. Ĕçпе тивĕçтерекенсемпе ирттернĕ ăнлантаруллă калаçу хыççăн 458 ĕç килĕшĕвне çирĕплетнĕ, 18 ертÿçĕ хăйсен ирĕкĕпе пурĕ 201 пин тенкĕлĕх налог тÿлеме хатĕрри пирки пĕлтернĕ, 19-шĕ ĕç укçине ÿстернĕ. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа пĕрле паянхи кун тĕлне 2 273 çынна официаллă ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме май килнĕ. Те çакă витĕм кÿнĕ, те урăх сăлтавпа – анчах та бюджета НДФЛ кĕресси кăçал 104% ÿснĕ. Министр çавна май налог службипе мĕнле майпа хутшăнса ĕçлени пирки кăна мар, «сăрă» схемăпа ĕçлекенсене тупса палăртмалли мелсем пирки те пĕлесшĕн пулчĕ. Вăл хушнипе ял тăрăх пуçлăхĕсен малашне ĕçлекенсен вырăнти списокне хатĕрлеме тивĕ. Ăна пенси фончĕн, налог службин, социаллă страховани фончĕн кăтартăвĕсемпе танлаштарнă хыççăн «сăрă» схемăпа ĕçлекенсен хушамачĕсем яр-уççăн тухса тăрĕç.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости