Хыпарсăр çухалман

«Тăван Ен» хаçатăн майăн 5-мĕшĕнче тухнă номерĕнчи 1-мĕш страницăра пичетленнĕ «Фронтовик тăванĕсене шыратпăр» материал питĕ кăсăклантарчĕ.

Унăн авторне Елена Губановăна мухтас килет. «Унта çырса кăтартни шăпах ман аттене пырса тивет»,– пĕлтерчĕ «тупăннă салтакăн» хĕрĕ Валентина. Константин Степанович Левин ун чухнехи Ишлей районĕнчи Тимĕрçырма ялĕнче 1907 çулта çуралнă. Унăн ашшĕ Степан Николаевич хресчен çемйинчен. Манăн асаттепе Иван Николаевичпа пĕр тăвансем – шăллĕпе пиччĕшĕ – пулнă.

Константинăн пиччĕшĕ Андрей 1906 çулта çуралнă, вăрçăра пуç­не хунă. Шăллĕ Никита та вăрçа хутшăннă, 1979 çулта çĕре кĕнĕ. Йăмăкĕ Мария пединститутран вĕренсе тухсан 40 çула яхăн шкулта ачасене вĕрентнĕ, 80 çултан иртиччен пурăннă.

Статьяра кăтартнă фактсемпе усă курса эпир районти тата республикăри çар комиссариачĕсемпе çыхăнтăмăр. Пире, паллах, Константинăн вил тăприн юлашкине хамăр пата куçарма май пурри кăсăклантарчĕ. Республикăн çар комиссарĕ ку ыйтăва тĕплĕн хуравларĕ. Çакна пĕлтĕмĕр: 26 çынна пĕр çĕрте, тăванла масарта пытарнă. Констанин Левинăн юлашкине уйăрса тăван тăрăха илсе килес тесен ятарлă генетика экспертизи тумалла. Ку вара питех те кăткăс тата хаклă. Çакна шута илсе унăн хĕрĕ 87 çулти Валентина тата кинĕ Раиса ку ĕç йывăра лекет тесе аппаланас темерĕç. Çакăн çинчен ял халăхне пĕлтерме шухăшларĕç.

Июнĕн 22-мĕшĕнче ял халăхĕ асăнупа хурлăх кунне халалланă митинга пуç­тарăнчĕ. Унта пухăннисем Константин Степанович çинчен тухнă материалпа питĕ кăсăкланчĕç. Хыпарсăр çухалнă салтак юлашкисене тупни ял историйĕнче хальччен пулманччĕ.

Геннадий Коннов, Тимĕрçырма

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости