Хăюллă тĕллевсем…

Мускава кăна мар илсе çитерĕç-ха

Çамрăксем ял хуçалăхне туртăнмаççĕ текенсем районти «Атлашевский» СХКра пулса курман-тăр. Полуфабрикатсем туса кăларакан цеха кĕретĕн – тутăрĕсене илемлĕн явса çыхнă çап-çамрăк хĕрсем вăй хураççĕ, пăру ферминче те ĕçрен хăраман пикесемпе яшсемех. Иртнĕ эрне вĕçĕнче ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов предприятире пулнă май çакна асăрхамасăр хăвармарĕ.

Экономикăри лăпкă мар лару-тăру алла юн таппи çинчех тытса тăма хистет – ведомство ертÿçи пĕр кунта кăна республикăри харăсах темиçе ял хуçалăх предприятине çаврăнса тухнине çакăнпа та çыхăнтармаллаччĕ пуль. Шупашкар районне вăл сĕнтĕрвăррисем патĕнче пулнă хыççăн çитрĕ – танлаштармалли сахал мар.

Районти чи пысăк ял хуçалăх комплексĕнче 788 пуç сумалли ĕне. Сĕт тата унăн юр-варне туса илессипе танах аш-какай туса илес ене аталантарассишĕн те çине тăраççĕ кунта.

Ăратлă выльăх тытакан хуçалăх статусĕллĕ предприятин тепĕр ферминче – пăрусем. Аш-какай валли çитĕнтерекен «Герефорд» ăратĕнчи вăкăрсем те çакăнтах. Кунсăр пуçне саланнă хыççăн хăйсем çине илнĕ Свердлов ячĕллĕ хуçалăхăн ферминче те реконструкци пуçланнă – кунта та мăйракаллă шултăра выльăх ĕрчетесшĕн. Анчах та вĕсен шутне çакăн чухлех ÿстерме, предприяти ертÿçи Сергей Анучин каланă тăрăх, çĕр лаптăкĕсем çителĕксĕр. Çавăнпа та кăçалах Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Атăлçум тата Хуракасси ял тăрăхĕнчи 3 пин гектар çинче те ака-суха ĕçĕсене ирттерме тивĕ. Кунта предприяти фермисенчен пĕри вырнаçĕ, лаптăксене выльăх апачĕ туса илме, тыр-пул акмашкăн усă курма палăртаççĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Патшалăх Канашне янă Çырура усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес ĕçе вăйлатмалли пирки каланăччĕ. Вăл хушнине пурнăçласа Чăваш Енре юр кайса пĕтессе кĕтмесĕрех пусă хыççăн пусса ака ĕçĕсене валли пăхса хураççĕ. Сергей Геннадьевич çав кун Сĕнтĕрвăрринче иртнĕ тĕл пулурах «Смак» Агро ООО пĕтĕмпе çакăн йышши 9 пине яхăн гектара çаврăнăша кĕртме хатĕррине пĕлтерни пирки аса илчĕ.

Сăмах май, пельмень, полуфабрикатсем валли производство цехĕнче хуçалăхра туса илекен, хутăшсемсĕр аш-какая усă кураççĕ. Министр унпа та кăсăкланчĕ. Район, республика çыннисем пахалăха хаклама вĕренсе кăна пыраççĕ-ха, çапах та ăна куллен туянасси вĕсемшĕн шăл çеммиех мар – енчĕке йÿнĕ полуфабрикатсемпе перекетлеме тăрăшаççĕ. Çавăнпа та, предприяти хăйĕн таварĕпе Мускав рынокне тухасшăн. «Кунта туса илекен сĕт продукцийĕн калăпăшĕ те пасарăн çакăн пек анлăшĕ валли çителĕклĕ», – шанать предприяти вăйне райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ванюшкин. Районти ĕçлĕ çул çÿреве вăл йĕркелерĕ.

Сергей АРТАМОНОВ, ЧР ял хуçалăх министрĕ:

– Грантсене тивĕçнĕ çемье фермисем паян куç умĕнчех аталанса пынине куратпăр. Çакă – бюджет укçи-тенки эффективлă ĕçленин кăтартăвĕ. Çак укçапа выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене çĕклеççĕ, апат туянаççĕ. Чи пĕлтерĕшли – вĕсем çак ĕç тупăшсăр маррине палăртаççĕ. Сăмахран, пăру какайне паян 150 тенкĕпе вырнаçтарма пулать. Çĕр улмие – 9, кишĕре 12 тенкĕ те 70 пуспа. Çав вăхăтрах 2015 çулта пĕрлехи вăйпа потребительсен çÿлĕксем çинчи хакĕсене тытса чарма май килчĕ: чи йÿнĕ çăнăх, аш-какай, сĕт – пирĕн регионра. Чăваш Енĕн потребитель корзинин паянхи хакĕ 3 120 тенкĕпе танлашать, Раççей Федерацийĕнче вара вăл – 3 500 тенкĕ.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости